Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртмастӑп (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫук, Матрена Игнатьевна, унта выртмастӑп.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫиессе ҫиместчӗ хӑй вӗсене, вӗлеретчӗ те пусма умне хурса хӑваратчӗ, «акӑ, курӑр, эп ӗҫсӗр ыйха ҫапса выртмастӑп» тенӗ пекех пулса тухатчӗ вара: Кашни кун темиҫе шӑши тытать те, пурне те мӗнле ҫисе ятӑр.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Сан пек кӑнтӑр кунӗнче ҫывӑрса выртмастӑп ӗнтӗ, хам хырӑма хам тӑрантма пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Кепарик мар, пӑшал! Унсӑр ҫывӑмра выртмастӑп», — тарӑхать вӑл.

«Да не кепарик! Ружарик! Без него спать не буду».

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Мӗншӗн тесен ӗҫе астӑватӑп, тӑрӑшатӑп, ыттисем пек мар — хӑяккӑн выртмастӑп, е кирлӗ мара тумастӑп.

Потому — дело помню, стараюсь, не так, как другие — лежни али глупостями занимаются.

VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

— Текех выртмастӑп, — терӗ татӑклӑн Саша.

— Не буду больше лежать, — решительно сказал Саша.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Выртмастӑп.

— Не лягу.

35 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Анчах ҫывӑрма выртмастӑп, ҫуртана та сӳнтерместӗп, ҫута пуррине куртӑр вӑл терӗ.

Но она сказала, что не будет ложиться, подождет его все-таки и свечу гасить не будет, чтобы ему было видно.

Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

«Пирӗн куппене епле аван хӗрарӑмсем ларчӗҫ, епле кӑмӑллӑн калаҫаҫҫӗ вӗсем, апат-ҫимӗҫне те лайӑххине илсе тухнӑ: ҫук, лапка ҫинче выртмастӑп эпӗ!..»

«Какие хорошие женщины сели к нам в купе, как они с душевно разговаривают, и еду хорошую с собой взяли: нет, я не лягу на лежанку!..»

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ выртмастӑп.

А я не лежу.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тата совет влаҫӗн ҫулӗ ҫине урлӑ выртмастӑп тесе, акмалли тырра пытармастӑп тесе, ыран, 1930 ҫулти мартӑн 3-мӗшӗнче, ҫав тырра халӑх кӗлетне турттарса кайса паратӑп тесе, сӑмах паратӑп…»

А еще обязываюсь не ложиться поперек путя Советской власти и не скрывать посев и завтра, 3 марта 1930 года, отвезть в общественный амбар…»

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ халӗ… ун чухнехи пек мар, Андрей, — терӗ Обломов юлашкинчен: — мухтав турра, ӗҫсем халӗ манӑн йӗркеллех пыраҫҫӗ: эпӗ ӗҫсӗр выртмастӑп, план туса пӗтернӗпе пӗрех, икӗ журнал ҫырӑнса илетӗп; эсӗ парса хӑварнӑ кӗнекесене пурне те вуласа тухнӑпа пӗрех…

— Я не такой теперь… что был тогда, Андрей, — сказал он наконец, — дела мои, слава Богу, в порядке: я не лежу праздно, план почти кончен, выписываю два журнала; книги, что ты оставил, почти все прочитал…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫук, эпӗ халӗ выртмастӑп ӗнтӗ.

— Нет, уж я теперь не лежу.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кунти сывлӑшран пулас; нумай ҫӳретӗп, эрех ӗҫменпе пӗрех, выртмастӑп

Должно быть, от здешнего воздуха; много хожу, вина не пью совсем, не лежу…

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех