Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртас (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗҫлес-тӗк — ӗҫлес, ӗҫлемесен — выртас та вилес!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Тӑрас мар. Выртас».

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йывӑҫ тӗмӗсем хӳттине канма выртас умӗн кашни ротӑра пуху пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Общежитне кӗрсе выртас вырӑнне Богданов вӗсене парикмахер патне илсе кӗчӗ, пуринне те ҫӳҫне кастарчӗ, сухалӗ-мӑйӑхӗсне хыртарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, яланхи йӑлипе ҫывӑрма выртас умӗн питне-куҫне ҫурӗ, шӑлне тасатрӗ, тӗкӗр умне пырса ҫӳҫне турарӗ /ун шухӑшӗпе пуҫ кун пек ҫӗр каҫа лайӑхрах канать/, электролампа сӳнтерме тесе аллине ҫеҫ тӑсрӗ — коридорта ура сасси илтӗнсе кайрӗ, каччӑ вырӑн ӑшне чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тӗнче, Этемлӗх хӑй те кӑлӑх Пӗр пысӑк тупӑк ӑшӗнче Выртас самант та — чӑнлӑх.

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

— Вӑйсӑр тӑлӑх патне кӗрсе выртас терӗн-и?

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сывлама йывӑр, хӑсас килет, ыйхӑ пусать, тӑсӑлса выртас, ҫакӑнтах, юр ҫинче хускалми канас килет.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунӗпе ҫуннӑ хыҫҫӑн кӑштах кӑварланса выртас тет ӗнтӗ хӗвел.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепре ҫывӑрма выртас — кайран тӑрасси татах хӗн, кӑтӑш пулма та ӗлкӗреймӗн халӗ — тӗрлӗ шухӑш вӑрка пуҫланӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Ара матрасӗ ахалех тӑрать те, сарса выртас терӗм, — тавӑрчӗ Курак Мӗтри, урине чӑлха тӑхӑннӑ май.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Матрас ҫине выртас пулсан, каҫхине укҫа тӳлемеллеччӗ, простынь, минтер пичӗ, ҫитти илмеллеччӗ…

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Температура ҫук, пуҫ ыратмасть, вӑй пур — мӗн туса выртас?

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унти ӗҫ хӗрарӑмшӑн ҫӑмӑлах мар: ывӑннӑ Тарье инке ҫывӑрма выртас умӗн ӗҫме тесе час-часах эрех иле-иле килнӗ, ҫуррине е унран ытларах ӗҫсен-и — кӗленчине ӑҫта та пулин пытарма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кравать ҫине хӑпарса выртас тет — кӗлетки йӑтӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Куна пӗлес пулсассӑн, Вутра кӗрсе выртас мӗн, Вутра ҫунса каяс мӗн!

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗрле, ҫывӑрма выртас тенӗ чухне, хӗр-полковнике ҫенӗ хурлӑхлӑ хыпар пӗлтерчӗҫ: леш аманнӑ Ачакасси ҫынни, тӑна кӗреймесӗрех вилсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шурӑ тирӗк ҫинче те, ай, выртас мӗн, Ыр ҫын мухмӑрне те, ай, чӗртес мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Уйӑх витӗр уй выртать — эпир выртас уй пуль ҫав…»

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫуллахи каникулта пӗр шӑрӑх кун вӗсем Полинапа иккӗшӗ хӗвел питӗнче хӗртӗнсе выртас, ӳт-пӗве пӑртак кӗрелентерес, Атӑлта шыва кӗрсе уҫӑлтарас тӗллевпе Шупашкарти тӗп пляжа кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех