Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырнаҫсан (тĕпĕ: вырнаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сана, паллах, Шупашкарта пӗр-пӗр ӗҫе вырнаҫсан авантарах пулмаллаччӗ, вара эсӗ пирӗн пата та час-часах килкелесе кайма пултараттӑн.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Акӑ, киле ҫитсе вырнаҫсан каласа парӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каччӑ пукан ҫине вырнаҫсан, Сергей Иванович тулли питне чышкипе сӑтӑркаласа илчӗ те, хӑмӑр куҫне чеен хӗссе: — Пурнӑҫсем еплерех? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах ҫитсе училище общежитине вырнаҫсан вӗсен унта юлас кӑмӑлӗ ҫухалнӑ, мӗншӗн тесен пурӑнмалли условисем тивӗҫтермен.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Ҫӗнӗ тухӑҫ пӳлмене кӗрсе вырнаҫсан унӑн виҫине курӑпӑр», — палӑртрӗ Сергей Николаевич.

Куҫарса пулӑш

Тулли пучах пуҫне таять, эппин, пӳлме кӗҫех тулать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82%d1% ... %b5%d1%85/

Агрофирмӑна ӗҫлеме вырнаҫсан вара мана ертӳлӗх агронома вӗренме кайма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Агроном — уй-хир хуҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b0%d0%b ... 83c%d0%b8/

Каҫхине килен-каякансен ҫуртне вырнаҫсан, эпӗ каллех ҫав йӗкӗте аса илтӗм, вырӑн ҫинче чылайччен ун ҫинчен шухӑшласа выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Клуба ӗҫе вырнаҫсан вӑл культурӑпа ҫутӗҫ шкулӗнче хӑй тӗллӗн вӗренме ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Унӑн яланхи ӗҫ вырӑнӗ пулман, ҫӗнӗ ӗҫе вырнаҫсан та яланах кун пирки тивӗҫлӗ органсене пӗлтермен, тупӑшне пытарса укҫипе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.

У него не было постоянного рабочего места, и даже когда он устраивался на новую работу, не сообщал об этом в соответствующие органы, скрывал прибыль и использовал деньги по своему усмотрению.

Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан алимента тӳрех парса татнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34158.html

Коля, кӑшт шухӑша кайса ларнӑ хыҫҫӑн, хуллен: — Эпӗ Хусана вырнаҫсан, манӑн кунта килсе юлташсене курасси пулаймасть ӗнтӗ, вӗсене асӑнса пурӑнасси ҫеҫ юлать, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӗл-кӑвар тутусем Пуҫӑма ҫавӑрсан, Пилӗкӳ ытама вырнаҫсан, Савакан чӗресем Килӗшӳллӗ тапсан «Эпӗ санӑн» тесе, тен, калан?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑрсем сӳниччен // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 4 с.

Ӗҫе вырнаҫсан та пӗрремӗш командировкӑна Йӗпреҫ районне кайрӑм, - терӗ Елена Михайловна.

Куҫарса пулӑш

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

Хӑвалаймӑн Ӑспа пӗрле вӑл вырнаҫсан; Вӑл йывӑҫ мар-ҫке — савалаймӑн, Ҫуса яраймӑн ҫыпӑҫсан.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Кунӗпе чӗлӗм мӑкӑрлантариччен пӗр-пӗр ӗҫе вырнаҫсан, паллах, лайӑхрах пулмалла, — тет Миннигел.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман, райком секретарӗн кабинетӗнче мӗн ҫинчен калаҫассине малтанах пӗлесшӗн пулнӑ пек, Левентей хыҫҫӑн салхуллӑн утса пычӗ, кабинета кӗрсе диван ҫине вырнаҫсан та сивлеккӗн, «хамшӑн мар, ҫыншӑн ҫакланать ӗнтӗ мана халӗ» текен сӑнпа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑваркуҫ кимӗре вырнаҫсан тӗлӗрсе те илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Гостиницӑра вырнаҫсан, артистсем ҫав кунах репетици ирттерме хула театрне утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл Хусанта ӗҫе вырнаҫсан, пӗчӗк шӑллӗне арҫын гимназине вӗренме кӗртме май тупать.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Канӑҫ тупаймарӗ Эльгеев Наровчата ҫитсе вырнаҫсан та.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнта ик ывӑлӗ те пӗр хуҫа патӗнче вырнаҫсан, лайӑх пулӗччӗ: Сашша Михала куҫ умӗнче пулӗ, тӳрленӗ, пуҫтахланмӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех