Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырнаҫрӗҫ (тĕпĕ: вырнаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑпатисене салтса, ыттисем те тӑрӑхла сак ҫине кашта ҫинчи чӑхсем пек ларса вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыттисем сак ҫине вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пирӗннисем шыв хӗрне вырнаҫрӗҫ, — анӑҫалла кӑтартрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хусана ҫитсен, вӗсем чаплӑ хӑна ҫуртне вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти крючниксем те сӗтел хушшине вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иккӗн — малти ларкӑч ҫине, тӑваттӑн хыҫала вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Хывӑнса тенкелсем, пукансем ҫине вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Ивановичпа арӑмӗ кӑмака ҫумне сумлӑн вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирлепе Якур витерен аяккарах, пӗрене ҫине кайса вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗрсе вырнаҫрӗҫ пулать ҫав Логинов сӑмахӗсем Пахом чӗрине.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ӳпле тӑвӑртарах пулса тухрӗ: виҫҫӗшӗ аран-аран вырнаҫрӗҫ.

Шалаш получился тесным: все трое в нем еле умещались.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Район центрне, пысӑках мар хулана, ӗҫе вырнаҫрӗҫ: Петӗр — Сельхозтехника уйрӑмне, Инесса — библиотекӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ача-пӑча вӗт: тракторист ҫӑкӑрӗ тусанлӑ, бензин шӑршиллӗ пек туйӑнчӗ те, Караҫӑмпа Сантӑр ял хуҫалӑх институтне вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сӗтелсем хушшине вӗсем икшерӗн-виҫшерӗн вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӗнӗрен пынисем хыҫаларах вырнаҫрӗҫ те кунта мӗн пулнине итлеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуран ҫарҫыннисем те часах кунта килсе вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, ун чухне асатте каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшне тӗплӗн ӑнланма пултарайман, анчах вӗсем ӑсӑма ҫирӗп кӗрсе вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хӗрарӑмсем, ҫавӑнтах хӑш-пӗр япаласене хӑварса, малтан ачисене кузова ҫӗклесе лартрӗҫ, унтан хӑйсем хӑпарса вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кутамккаллӑ-хутаҫлӑ ҫынсем алӑк умне кӗпӗр пухӑнчӗҫ те тем самантра шала кӗрсе вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Каҫалапа ҫамрӑксем пӗр яла ҫитсе, шкул ҫуртне вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех