Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырнаҫнине (тĕпĕ: вырнаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вайшнавизмӑн чи чаплӑ сӑваплӑ вырӑнӗсенчен пӗри, Пурири Джаганнатха храмӗ вырнаҫнине пула Вишнуизм (тепӗр ячӗ — вайшнавизм) уйрӑмах Одишара сарӑлнӑ.

Вишнуизм (другое название — вайшнавизм) особенно распространён в Одише, так как здесь расположена одна из величайших святынь вайшнавизма — храм Джаганнатхи в Пури.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Ҫуммӑн иртсе каякан суту-илӳ ҫулӗсем ӑнӑҫлӑ вырнаҫнине пула Хайльбронн вӑйлӑ аталанма пултарнӑ та пулмалла.

Очевидно, Хайльбронн рос благодаря удачному расположению проходящих мимо торговых путей.

Хайльбронн // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%B0%D ... 0%BD%D0%BD

Штат лаптӑкӗ тӗрлӗ ҫӳллӗшре вырнаҫнине пула тӗрлӗ климат тӑрӑхӗсем пулни кунта ӳсентӑрансен нумай тӗсне ҫитӗнме май парать.

Множество климатических поясов, связанное с большой разницей высот на территории штата, привело к большому разнообразию растений.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Сиккимӑн пысӑках мар территорийӗ тӗрлӗ ҫӳллӗшре вырнаҫнине пула кунта климат вӑйлӑ улшӑннине сӑнама май пур: кӑнтӑрта вӑл субтропиклӑ, ҫурҫӗрте, ҫӳллӗ тусенче, сӑртлӑ-туллӑ (тундра климат зони).

Благодаря высотным различиям на небольшой территории Сиккима климат существенно меняется от субтропического на юге до высокогорного (тундровая климатическая зона) на севере.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Чупу валли ӑсталанӑ пушмак асӑннӑ пушмаксенчен чи лутрараххи тата чи хытӑраххи шутланать, ҫавна май урана меллӗ вырнаҫнине тӗплӗ суйлама тивет, тата, яланхи пекех, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна хушма майпа хатӗрлеме те тивет.

Беговой ботинок является наиболее низким и жёстким из вышеперечисленных, поэтому требует тщательного подбора под ногу, и, как правило, последующей подгонки.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Пӳртри япаласем мӗнле вырнаҫнине часах хӑнӑхса ҫитме йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевичпа Мария Тимофеевна ҫав кун килӗсене таврӑниччен, тепӗр хут ял тӑрӑх ҫаврӑнса, аякран килнӗ ҫынсем хваттере мӗнле вырнаҫнине курса тухасшӑн пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗрт ӑшӗнче окопсем урамӑн хӑш енче вырнаҫнине ыйтса пӗлме те ӳркенмен асли.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Аслӑ урампа иртнӗ май Васелиса Татьянӑна вырӑнти колхоз правленийӗн ҫурчӗ, клуб та библиотека, вӑл е ку лавкка ӑҫтарах вырнаҫнине тӗсесе-каласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Учителӗн чун-чӗринче мӗн пысӑкӑш юрату туйӑмӗ вырнаҫнине эпӗ хамӑн вӗрентекен, наставник — Надежда Георгиевна Боровкова витӗр курса ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Жак Картье пысӑк юханшыв ҫӑлкуҫӗ ӑҫта вырнаҫнине пӗлсе ҫитнӗ.

Жак Картье узнал, что есть место, где начинается большая река.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

ССР Союзӗ Европӑпа Азин хӑш пайӗсенче вырнаҫнине пӑхӑр.

Посмотрите, в каких частях Европы и Азии расположен СССР.

I. ССР Союзӗн ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи вырӑнӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ачасене тӗп ҫул-йӗр правилисене вӗренме, пирӗн ҫулсем ҫинче ҫул паллисем мӗнле вырнаҫнине, светофорсем мӗн тума кирлине, ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансем хӑйсене мӗнле тытмаллине тата ытти те тӗрлӗ мероприятисем пулӑшаҫҫӗ.

В этом помогают мероприятия, на которых ребята изучают основные правила ДД, узнают, какие дорожные знаки устанавливаются на наших дорогах, для чего нужны светофоры, как должны вести себя все участники дорожного движения, и многое другое.

ПДДна пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3477540

Масштаб линейкипе ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ япаласен хушшисене виҫме ҫӑмӑл: ӑна ӳкерчӗк тӑрах шутарса пырса, вӑл миҫе хут вырнаҫнине шутласа кӑлараҫҫӗ.

С помощью масштабной линейки удобно определять по чертежу расстояние: ее передвигают по чертежу и подсчитывают, сколько раз она поместится.

Япаласен хушши мӗн чухлине ӳкерчӗк ҫинче мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ленинградра шырани ӑнӑҫсӑр пулнӑ хыҫҫӑн вӑл ак мӗнле шухӑшпа килӗшрӗ: ҫав вӑрттӑн ӗҫлекен институт ӑҫта вырнаҫнине пӗлмесӗр эпӗ Ольӑна тупаймастӑп, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, вӑл портфель тытнӑ чылай ҫулсенчи арҫынран: лешӗ хими институчӗ ӑҫтарах вырнаҫнине пӗлмест-и, тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сӑмах майӑн каласан, эсир ҫакӑнта НИИ-24 ӑҫтарах вырнаҫнине пӗлместӗр-и?

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Игорь Кожанов сӑмаха малалла тӑснӑ май, юлашки ҫулсенче аслӑ шкулта вӗренекен виҫҫӗмӗш курс студенчӗсем шкулсене ӗҫлеме вырнаҫнине хыпарланӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенче ӗҫлекен студентсен ӗҫ укҫин тӳлевӗн коэффициентне ӳстерме килӗшнӗ регион Пуҫлӑхӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/01/shku ... ulevn-koef

Эсир унта мӗн вырнаҫнине пӗлме тивӗҫ мар.

Вы и не должны знать, что там находится.

«Упӑшки пулӑран урӑскер таврӑннӑ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/315

— Унта мӗн вырнаҫнине эпир пӗлместпӗр…

- Мы не знаем, что там находится.

«Упӑшки пулӑран урӑскер таврӑннӑ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/315

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех