Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырнаҫмарӗ (тĕпĕ: вырнаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анук чӗри пурпӗрех вырнаҫмарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑрӑшни харама каймарӗ: вӑл хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ икӗ сӗтел ҫине те вырнаҫмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Анчах помещиксен килӗнчен турттаракан тырӑ кунта вырнаҫмарӗ, ҫавӑнпа ӑна картиш варринех тӑкма пуҫларӗҫ.

Но так как он не мог вместить всего, часть отобранного зерна ссыпали в кучи прямо во дворе.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӑнтӑрлахи апат умӗн вӗрене вӑрмана илсе кайрӑмӑр, анчах вӑл кукӑль ӑшне вырнаҫмарӗ.

А перед обедом мы отнесли ее в лес, но только в пирог она не влезла.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Астуса илме пикенчӗ Григорий ҫав хыҫа юлнӑ ҫул епле иккенне, анчах та ун пуҫне нимӗн те шутлӑн йӗркеленсе вырнаҫмарӗ; станцӑсен хӗрлӗ ҫурчӗсем, лӑкӑш-лакӑш урай айӗнче тӑкӑлтатса пыракан вагон ураписем, ут тислӗкӗпе утӑ шӑрши, пӑравус айӗнчен нимӗн татти-сыпписӗр ҫип пек тӑсӑлса тухакан рельсӑсем, ҫула май вагон алӑкӗсенчен явӑнкаласа кӗркелекен кӑвак тӗтӗм, перрон ҫинче тӑракан жандармӑн пысӑк мӑйӑхлӑ шыҫмак пичӗ, — те Воронежра курнӑччӗ ӑна, те Киевра…

Пытался Григорий вспомнить оставшийся позади путь, ничего связного не выходило; красные станционные постройки, татакающие под шатким полом колеса вагонов, запах конских испражнений и сена, бесконечные нити рельсов, стекавшие из-под паровоза, дым, мимоходом заглядывавший в дверки вагонов, усатая рожа жандарма на перроне не то в Воронеже, не то в Киеве…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

prinсе М. Мichel — терӗ Волков, — Тюменев хушамат вырнаҫмарӗ; ҫакна вӑл мана Мӑнкунра ҫӑмарта вырӑнне парнелерӗ.

prince M. Michel, — говорил Волков, — а фамилия Тюменев не уписалась; это он мне в Пасху подарил, вместо яичка.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ку, ачашши, ҫапла калани пуҫа вырнаҫмарӗ.

Никак не умещаются в голове его, обласканного, слова.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех