Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выля сăмах пирĕн базăра пур.
выля (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илме патнех ҫитсеттӗм — пӗр паллаканни мана: «Кеша, атя тухса кӗрер, пуплемелли пур», — тесе алӑран ҫавӑтса илсе тухса пите юрпа сӑтӑрчӗ те: — Ҫухал, тасал кунтан счетчик ҫине ларас килмесен. Урӑх ан выля! Сан валли мар вӑл укҫалла картла вылясси, — терӗ те каялла кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Пысӑках мар, саксем ҫук, пнчах хапхисем пур — выля та выля.

Небольшой, скамеек нет, но ворота наличествуют — играй сколько хочешь.

Ӳкерчӗклӗ Сан-Грегорио-де-Поланко // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5632.html

Кленов хӑйне шанма пӑрахрӗ курӑнать, кунтан лайӑхрах выляма пултараймарӗ вӑл, япӑхран япӑх выля пуҫларӗ.

Кленов потерял уверенность в себе, лучше играть он уже не мог — и он стал играть хуже.

52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Выля, выля, шельма! — текеленӗ Миките.

— Балуй, балуй, шельмец! — приговаривал Никита,

I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Вылясса ан выля эппин, анчах чупса кайса кил.

— Ну, не водись, а сбегай.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Вылясса — выля та эсӗ, кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр, — ун патне пычӗ Санька.

— Ты играй, да не заигрывайся, — подошел к нему Санька.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хӑй вӗт ҫыпӑҫрӗ, нимӗнпе те уйӑрса яма ҫук: выля та выля, тет.

— Пристал, понимаешь, отбою нет: сыграй да сыграй с ним.

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эс выля, выля, образ ту!

Ты играй, играй, накачивай образ!

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унӑн пӳрнисене, хӑлхисене, ҫӳҫне тыткаласа выля пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырхан хӗрарӑм ӑна сӑмах чӗнесшӗнччӗ, арена ҫинче оркестр выля пуҫлани кансӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ан выля пӑшалпа! — тарӑхса кайрӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каярахпа вӗсен кӗреҫисем васкавлӑнрах, сулмаклӑнрах выля пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шашкӑлла выля та ыйхӑ турт.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Анчах асту, вутпа текех ан выля.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Музыка выля пуҫланӑччӗ, пӗчӗк хӗрача аслин хӑлхинчен темӗн пӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Оркестр, — кӑшкӑрса каланӑ вӑл юлашкинчен, — выля малалла! — вара вӑл ҫав самантрах унтан ҫухалнӑ.

Оркестр, — восклицала она в заключение, — продолжайте! — и исчезала.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вылях, выля! — лӑштах пулса, ӑна сӗтел ҫинчен ракета илсе патӑм.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Унтан турӑша вырӑнне хурса: «Ҫул ҫӳренӗ ҫӗрте чипер пурӑнма тӑрӑш. Усал ҫынсемпе ан явӑҫ. Ҫын мулне хапсӑнакансемпе тус-йышлӑ ан пул. Хӑвӑнтан ваттисемпе ан хураллаш. Тантӑшсем умӗнче сӑмсуна ан каҫӑрт. Картла ан выля. Эрех ан ӗҫ. Тумтир тума, апат-ҫимӗҫ валли укҫана ан шелле. Пӗр пусран икӗ пус тума тӑрӑш», — тесе ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эс сӑмахпа ан выля, Шигалей хан! — кӑшкӑрсах каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр пирки те ҫавнах калатӑп: эс хӑть артист пек выля, маншӑн пур пӗрех, анчах манӑн Зинӑна ан тӗкӗн.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех