Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вутра (тĕпĕ: вут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Россия вутра, Россия ҫунса кӗлленет, унти культура арканать, унти ӑслӑ та пуян ҫынсене вӗлереҫҫӗ, — терӗ пӗррехинче пирӗн пата хӑнана пынӑ полковник.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пирӗн халӑха ҫакса та вӗлернӗ, вутра та ҫунтарнӑ, хӗҫпе те каснӑ, пӑшалпа та пенӗ, вӑл ҫавах вилмен.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӑв кил-ҫуртна та, Кил-йышна та тупӑн эсӗ, — Вутра ҫунса пӗтмест ҫӗршыв, Вилсе пӗтмест тӑван атте-анне…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӗсем хушшинче (эпӗ аслӑраххисенчен тытӑнатӑп) С. В. Элкерӗн «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» кӗнеки, унӑннах Сочиненисен икӗ томӗ, В. И. Краснов-Аслин «Вутра» тата «Тӑвалла» романӗсем, Мӗтри Кипекӗн «Кайӑк тусӗ» романӗпе «Ӗҫре пиҫнисем», «Уйӑх витӗр ҫул курӑнать» повеҫӗсем, Степан Асланӑн «Алла аллӑн», «Хӑват» романӗсем.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хамӑн тӑшмансем вутра ӑшаланнине курас килет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эй, Турӑ Амӑшӗ, хӑвӑн ывӑлна Ивана пулӑшсам, вӑл вутра та ан ҫунтӑр, шывра та ан путтӑр, киле сывӑ тата сывлӑхпа таврӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шухӑшла-ха эсӗ: сиен кӳрекен врачсем ӑна, ҫирӗм ҫулхи хӗре, вутра пиҫсе кайнӑ тата контузи пулнӑ хыҫҫӑн ҫур ҫул хушши госпитальте выртнӑскере, боевой самолет ҫинче вӗҫме чарнӑ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Амӑшӗн хӑрах алли вутра, тепри шывра тенипе те килӗшес килет.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Тӑрӑшмасӑр, вӑй хумасӑр мӗн пултӑр; Амӑшӗн хӑрах алли вутра, хӑраххи шывра теҫҫӗ ун пек чухне.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Районти юлташӗсем вӑйлӑ чух ӑна вутра та ҫунтараймӑн, шывра та путараймӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мировой ҫынсем эпир — Караньяловсем: вутра ҫунмастпӑр, шывра та путмастпӑр!

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпир шывра та путмастпӑр, вутра та ҫунмастпӑр, ҫӗр айӗнче те ҫӗрместпӗр.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куна пӗлес пулсассӑн, Вутра кӗрсе выртас мӗн, Вутра ҫунса каяс мӗн!

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вутра ҫуннӑ пекех.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫав тумтир мӗнле вутра ҫунса пӗтет, ҫавӑн пекех чир-чӗр те кайтӑр, тесе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вутра этеме чир-чӗртен тасатакан, хӗн-асапран, ҫын усалӗнчен ҫӑлакан вӑй пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑн йышши инҫе шухӑшсемпе сӗмленни мана каллех тин ҫеҫ вуланӑ-илтнӗ этем «чӗпписен» — чечек сарма та ӗлкӗреймен вутра кӗлленнӗ Аленкӑн, ачалла ухмахлӑха пула ӳчӗ-чысӗ «таптаннӑ» Нинукӑн — синкерлӗ шӑпи патне тавӑрчӗ, ачасен латсӑр, пысӑк инкеке ҫаврӑннӑ вӑййисене куҫ умне ӳкерсен, пуҫӑм юман каскиленсе усӑнчӗ, кӑмӑлӑма пас тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Вӑл куркаланӑ ӗнтӗ, пӗлет: аслисем апат-яшка, кукӑль-икерчӗ таврашне, чее вутӑ пуленкисем, шанкӑ вутӑ, хӑрӑк-марӑк ҫунтарса е ҫулӑмлӑ вутра, е шӑранакан шӗл-кӑвар ҫийӗнче, е вӗри кӑмакара вӗретеҫҫӗ, пӗҫереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пӗтӗм совет халӑхӗ «Пурте — фронта, пурте — ҫӗнтерӳшӗн» лозунг йыхравӗпе тапаланса, пӗр урипе шывра, тепӗр урипе вутра ҫеҫ пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Калап уш, ман Лисук хыпар-хӑнарсӑр пӗтес ҫын мар, шывра та путас ҫук, вутра та ҫунас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех