Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуншарӑн (тĕпĕ: вунӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ шкул хапхи умӗнче уйӑхӗ-уйӑхӗпе хуралласа тӑратӑн — унта ав, вӗреннӗшӗн укҫа тӳлеймен ачасене вуншарӑн хӑваласа кӑларса яраҫҫӗ.

Месяцами караулишь у ворот школ, а оттуда десятками выкидывают учеников за невзнос платы за ученье.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мӑрсасене вуншарӑн вӗлерсе каварҫӑсене хӑрататӑп тет-ши е хӑй Хусанта нумай тытӑнса тӑрас ҫуккине сиссе тӑшманӗсене пуриншӗн те тавӑрса юлас тесе шутлать-ши?

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян пӗрерӗн ҫеҫ вӗсем пирӗн хушӑра, ыран — вуншарӑн килӗҫ!

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӗнерпуҫӗнче вӗренсе тухнӑ ачасем халӗ вуншарӑн институтсене, ытти аслӑ шкулсене кайса кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пахчинче те, кил картишӗнче те пыл хурчӗ вӗллисем вуншарӑн лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унти чи хулӑн та ҫирӗп канатсене вуншарӑн, ҫирӗмшерӗн тата вӑтӑршарӑн пӗрле туса пӗтӗртӗм.

Я скручивал вместе по десять, двадцать и тридцать самых толстых и прочных тамошних канатов.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кашни ирхине француз салтакӗсем вуншарӑн, ҫирӗмшерӗн, ҫултан пӑрӑнса инҫе кӗрсе, ҫӑкӑр е выльӑх апачӗ шыраса ҫӳренӗ.

Каждое утро по десять-двадцать французских солдат от роты отправлялись далеко в стороны от дороги в поисках хлеба, фуража.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

1965 ҫулта, Совет ҫыннисем ҫичӗ ҫуллӑх плана пурнӑҫланӑ тӗле, пирӗн ҫӗршыври кашни ҫыншӑнах — кӑкӑр ачисенчен пуҫласа ваттисем таранах — ҫын ӗҫӗсене ҫӑмӑллатса, механика работникӗсем вуншарӑн тӑрӑшса ӗҫлеме тытӑнӗҫ.

Ты окончишь среднюю школу примерно в конце шестой пятилетки, и в то время на каждого жителя нашей страны — от грудного ребенка до старика — будут работать десятки неутомимых, покорных механических работников, облегчая труд людей, делая его легким и приятным.

Xӗвел // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Часах вӗсене вуншарӑн шутлама тытӑннӑ.

Скоро они стали насчитываться десятками.

Астероидсен тӑрӑхӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ляхсен виллисене лаша хӳрисенчен мӗнле май килне ҫапла вуншарӑн ҫыхса ярса, лашисене хирелле хӑваласа ячӗҫ, вӗсене ҫаптарса нумайччен хыҫалтан хӑваласа ҫӳрерӗҫ.

А ляшские тела увязавши как попало десятками к хвостам диких коней, пустили их по всему полю и долго потом гнались за ними и хлестали их по бокам.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Анчах вӗсем икшерӗн те тӑватшарӑн, вуншарӑн пырсах тӑчӗҫ, пурте пилӗк гладиатор тавра пуҫтарӑнчӗҫ.

А потом, по мере того как к ним подходили новые товарищи, сомкнулись все вокруг этих пятерых гладиаторов.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Чухӑнрах пиратсем, хӑйсен тыткӑна илнӗ ҫыннисене тӑрантарма ҫуккипе вӗсене ирӗке кӑларса янӑ е вуншарӑн чиксе вӗлернӗ.

Пираты победнее, не зная, чем кормить своих пленников, выпускали их на волю или закладывали десятками.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Тепӗр енчен, тупӑсем вуншарӑн янӑраҫҫӗ.

И, во-вторых, бьет целый десяток орудий.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Кунта пӗчченшерӗн килнисем те пулчӗҫ, вуншарӑн пухӑнса килнисем те пулчӗҫ.

Они шли и поодиночке, и целыми десятками.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вӗсем вуншарӑн, ушкӑнпа пурӑнаҫҫӗ, йытӑ пек вӗреҫҫӗ, туземецсене хӑратаҫҫӗ, мӗншӗн тӗсен ачасене вӑрлаҫҫӗ, вӗсене чӑрмалаҫҫӗ, ҫыртаҫҫӗ.

Они живут стаями по десятку, лают, как собаки, и внушают страх туземцам, потому что иногда похищают детей, чтобы царапать и кусать их.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Богунецсенчен вуншарӑн кӗпер ҫинче выртса юлнӑ; ыттисем вӗсен виллисем урлӑ каҫса, ҫула май бикфорд шнурӗсене алӑпа сӳнтерсе, юханшывӑн тепӗр енне каҫнӑ.

Десятки богунцев легли на мосту; по их трупам остальные ворвались на западный берег реки, по пути потушив руками бикфордовы шнуры.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Нимӗҫсен ҫарӗн тылӗнче большевиксен полкӗсем вуншарӑн тӑраҫҫӗ.

Десятки большевистских полков стоят уже в тылу немецких войск.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Вӗсене, хула площачӗсенче сунарҫӑ шӑхличӗсене шӑхӑртса, вуншарӑн пере-пере вӗлернӗ.

Их избивали на публичных площадях при звуках охотничьих рогов.

V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Хусанти промышленнӑйне кӗме ҫӑмӑл пулман: кӗрес текенсем ҫӗршерӗн шутланнӑ, кӗрекенсем вуншарӑн ҫеҫ пулнӑ.

Поступить в Казанское промышленное было нелегко: желающих были сотни, а попадали десятки.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Вӗсем пирӗннисене вуншарӑн та ҫӗршерен вӗлереҫҫӗ, — ҫакӑ мана хамӑн алла ҫӗклесе, ӑна тӑшмансенчен пӗрин пуҫӗ ҫине, ман пата ыттисенчен ҫывӑхрах пыни ҫине, ман пурнӑҫшӑн ыттисенчен сиенлӗрех пулса тӑни ҫине антарса ҫапма ирӗк парать.

Они нас убивают десятками и сотнями, — это дает мне право поднять руку и опустить ее на одну из вражьих голов, на врага, который ближе других подошел ко мне и вреднее других для дела моей жизни.

XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех