Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуншар сăмах пирĕн базăра пур.
вуншар (тĕпĕ: вуншар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турист юхӑмӗ ҫулталӑкра 20% ӳсет, ку сферӑра вуншар пин ҫын ӗҫлет.

Турпоток растёт на 20% в год, в этой сфере работают десятки тысяч людей.

Радий Хабиров Пушкӑрт гастрономи гичӗпе паллаштарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... rn-3646414

Юлашки ҫулсенче вӑл Чӑвашгизра вуншар кӗнеке илемлетсе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Арманӗ таврара чи пысӑк арман пулнӑран унта ял ҫыннисем ҫеҫ мар, вуншар ҫухрӑмран та килсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунсерен вуншар ҫын вилет.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тахҫанхи ҫырусене усрама юратать иккен вӑл, пӗр хут мар, вуншар хут та вуланӑ пуль кашни ҫырӑвне.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакна пула хулари полици ачаллӑ икӗ чӑваш хӗрарӑмӗпе ҫамрӑк ҫынна турӑ амӑшӗн иккунне кӗтсе илме пухӑннӑ вуншар пин ҫын хушшинче кун каҫиччен шырарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсир мӗн, ҫак шӑрӑх ҫанталӑкра вуншар пин ҫын пухӑнакан ҫӗре алӑри ачасемпе кайма ухмаха ертӗр-и?

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел ҫинче вуншар, тен, ҫӗршер те пулӗ, кӗмӗл укҫасем купаланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иккуна кӗтсе илме вуншар пин ҫын пухӑнать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗлӗкре мар, чӑн пурнӑҫра унӑн аллинче ҫирӗм пилӗкшер тенкӗлӗххи иккӗ, вуншар тенкӗлӗххи икӗ хут укҫа.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗршер куҫ, вуншар бинокль ӗнтӗ ырхан хӗрарӑм ҫине тинкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗршер куҫ, вуншар бинокль Богданов ҫине тинкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара, Ҫтаппанӑн пуян караванне курас пек, ун ҫине вуншар куҫсем тӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сирӗнпе юнашар такам мар, Хӗвелтухӑҫӗнчи халӑхсен пӗрремӗш гильдиллӗ хуҫа, вуншар караван тытакан миллионер Тюрек Мамед Оглы ларать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пристаньри пичкесем хушшинче вӑрӑм сӑхманла, кутамкка ҫакнӑ вуншар чӑваш калле-малле уткалать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхи тата каҫхи апат ҫиме столовӑйра кашни сӗтел хушшине вуншар салтак кӗрсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Вуншар ҫул хушши эртелпе тунӑ ӗҫе пӗччен тума пултаракан машинӑшӑн пурте савӑнар.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вуншар ҫул пӗр тӗлте саркаланса ларнӑ ватӑ хурӑн яланхи вырӑнӗнчен татӑлса майӗпен тайӑлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл вуншар пин тупӑ шӑратса кӑларма пултарать, питӗ нумай танк, ҫӗршер самолет пуҫтарӗ, вуншар карап.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Авалхи тӗн — пуянскер, вуншар Турӑ-йӗрӗхсем унта: Ҫӗр Турӑ, Шыв Турӑ, вӑрман, кил-ҫурт, мунча, килти выльӑх тата ытти турӑсем.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех