Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вулать (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Любовь Валентиновна вӗрентекенӗн хисеплӗ те сӑваплӑ, ҫав вӑхӑтрах яваплӑ ӗҫне чунтан пурнӑҫланипе кӑна палӑрмасть, пушӑ вӑхӑтра кӗнеке вулать, компьютерти ҫӗнӗлӗхсене алла илет.

Куҫарса пулӑш

Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/

Ҫыру вулать вӑл:

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Редактор статьясене вулать, вӗсем пичете юрӑхлине е юрӑхлӑ маррине палӑртать, кирлӗ пулсан текста йӗркене кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Вӑл паянхи кун та вӗҫӗмсӗр вулать: кӗнеке, хаҫат-журнал, интернетри статьясем яланах унӑн аллинче.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Васильевич Данилов - юратнӑ художник, хисеплӗ ентешӗмӗр // Анастасия ДАНИЛОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Тата ҫакна ан ман: ун ячӗпе янӑ ҫырусене вӑл пӗччен вуламасть-ҫке-ха, ытти княҫсемпе, карачисемпе, сеидпа пӗрле вулать, эппин усал сӑмахсемпе эсӗ вӗсене те кӳрентеретӗн.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашни кун хан патне килет, унпа пӗрле мӗн пур ҫырӑва вулать, мӑрсасемпе хакимсене йышӑнать, Сахиба ырӑ сӑмахсем калать, хӗвӗнче вара — чул, хана пуҫран ҫапма хатӗрленӗ чул!

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лабораторире опытсем туса пӑхать, наука ӗҫӗсем вулать.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Чебоксаров хӑш чухне канмасӑрах вулать икӗ сехетлӗ лекцине.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сеид коран вулать.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Миравай куҫлӑхне хывса Ухтерккен ҫӑхавне вулать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Гражданин Артемий Ухтеркин заявил мне, мировому судье, что третьего дня сноха, Степанида, выгнала его из собственного дома, причем кинула ему в спину сухим навозным комом… А потому он, Ухтеркин, просит привлечь сноху Степаниду к законной ответственности…» — кула-кула вулать Эльгеев пьесӑри Миравай сӑмахӗсене.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ыран ботаника профессорӗ вулать, пӗрремӗш аудиторире.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Курать те вулать, шухӑша каять.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл аван вулать, — терӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Евангелие те чӑвашла вулать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Илемлӗ литература нумай вулать, хула культурине алла илме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

— О-го, ҫӑмарта хуҫи кун пек кӗнекесем те вулать иккен? — пирусне ҫырта-ҫырта, тупнӑ кӗнекисене хӑйӗн помощникне пачӗ исправник.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл ун чухнехи чӑваш ялӗнче самаях вӗреннӗ, культурӑллӑ ҫын, унта-кунта тухса курнӑ, хаҫат-журналсем ҫырӑнса илет, кӗнекесем вулать, ӑслӑлӑхпа вӗренӳ пӗлтерӗшне те лайӑхах ӑнланать, ачисене пурне те вӗрентме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Упӑшки вара йывӑҫ хуппи ҫине гризли чӗрнисемпе йӗрлесе ҫырнӑ сӑмахсене вулать, анчах путлӗ сӗнӳ тупаймасть.

Он, конечно, читает заметки на коре дерева, сделанные когтями гризли, но не находит никаких указаний.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл питӗ нумай вулать.

Он очень много читает.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех