Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вулать (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
72 ҫулти Галина Борзунова, сӑмахран, Вячеслав Шишковӑн «Угрюм-река» романне кӑсӑкланса вулать.

72-летняя Галина Борзунова, к слову, с интересом читала роман Вячеслава Шишкова «Угрюм-река».

Шупашкарти ватӑсем кино пӑхнипех ҫырлахмаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34232.html

Ыттисем курасран утиял айне пытарса тытса, краҫҫын лампи ҫывӑхне хутланса выртнӑ Доруца пикенсех брошюра вулать.

Согнувшись в три погибели над коптилкой и пряча от постороннего глаза под одеяло брошюру, Доруца погрузился в чтение.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тепӗр чухне кунӗ-кунӗпех кӗнеке вулать.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Вулать, алӑ пусать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫын // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 3–4 с.

Ӑсли питӗ ӑслӑ вӑл, хут пӗлмен ҫынта мар, кӗнеке-хаҫат та вулать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл акаци тӗмӗ айне, сулхӑна, халатне сарса ларнӑ та хаҫат вулать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хулара пурӑнакан Микула тӑтӑшах Кузнецов патне ҫӳрет, революци идейисемпе тӗплӗн паллашать, вулать, вӗренет, ӑс пухать, халӑх ирӗкӗшӗн пӗлсе кӗрешме хатӗрленет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Парти ячейкин секретарӗ Степанов пӗчченех сӗтел хушшинче ларать, темле хутсене уҫкаласа вулать.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех антихристсен кӗнекисене вулать те…

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳллӗ аналой ҫине евангели сарса хунӑ протопоп аслати сасси пек кӗрлесе тӑракан сасӑпа тупа сӑмахӗсене вулать.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мана чи малтанах вырӑссен аслӑ писателӗн портречӗ кӑсӑклантарчӗ: тен, хуҫи ӑна юратса вулать?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ун вырӑнне вӑл библи вулать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Паян лекци вулать, доклад тӑвать, юлса пыракансене ятлать, — пӗр сӑмахпа, таҫта та кӗтнӗ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Симӗс пустав сарнӑ сӗтел хушшинче комсомол райкомӗн секретарӗ Краснов ларать, вӑл пӳлӗме кӗрсе тӑнӑ ҫамрӑкӑн заявленине саспа вулать.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Кӑшт ерҫнӗ вӑхӑт пулсанах кӗнеке вулать.

Чуть только находится свободное время — сразу садится за чтение книг.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

— Ку кӗнекесем камӑн вара, кам вулать сирӗн вӗсене? — ыйтрӗ Исаков.

— Кто же это у вас читает эти книги? — спросил Исаков.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Коля вут ҫутинче кӗнеке вулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Катя вулать, ун хыҫҫӑн эпӗ те вулама кӑштах майне ӳкетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑй мӗнле ҫын иккенне, чӑвашла мӗнле калаҫнине ҫынсен питӗнче «вулать» Ваҫук.

Что он собой представляет, какое впечатление производит на людей — Вазюк читал по лицам.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн унта кӳршӗ халӑх чӗлхисемпе кӑна калаҫмалли, авалхи чӗлхесене чухлать вӑл, нимӗҫле те французла вулать.

Да что там нынешние наречия: он успешно постигает и древние языки, читает немецкие и французские книги.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех