Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вулаттӑм (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна хуҫалӑхри ӗҫсене тума пулӑшаттӑм, пушӑ вӑхӑтра Атӑл леш енне кайкалаттӑм, кӗнеке вулаттӑм, кино куркалаттӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ юлашки вӑхӑтра хурт-хӑмӑр кӗнекисем вулаттӑм

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Эпӗ кашни кун, кашни каҫ кӗнекепе лараттӑм, вулаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Питӗ нумай вулаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вулама вӗренсен, сӑмахсене вулаттӑм, анчах вӗсем мӗне пӗлтернине ӑнланайман пирки питӗ тарӑхаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Самарта вӗреннӗ чух эпӗ илемлӗ литература кӗнекисене вулаттӑм, ӑна та пулин малтан йышран уйӑрнӑ ача пулнипе — «кулак ачи» — улах кӗтессенче вуласа ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Вӑл мана… унран хӳтӗленме мӗн те-тӗр йышӑнмалӑхах пӗлтерӗшпе йӗрлеместчӗ; вӑрӑм ҫырусем ҫеҫ ҫыратчӗ, унӑн юлашки ҫырӑвӗсенче (эпӗ пӗтӗмпех вулаттӑм) уҫҫӑнах хыпарланӑччӗ: карапа вӑл пуҫӗнчен тухми-хӑпми шухӑшпа тата темӗнле сис-чӳпе тытса тӑрать-мӗн.

Он не преследовал меня в том смысле, что я должна была бы прибегнуть к защите; лишь писал длинные письма, и в последних письмах его я все читала прямо было сказано, что он удерживает корабль по навязчивой мысли и предчувствию.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ кровать ҫинче йӑваланса выртса атте кӗнекисемпе хаҫачӗсене вулаттӑм.

Я валялся на кровати, читал отцовские книги и газеты.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ӑнланма тӑрӑшаттӑм, тӗрлӗ ҫухалу пирки кӗнекесем вулаттӑм.

Я старался понять и читал книги о различных исчезновениях.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унтан каллех ҫӳле хӑпараттӑм та ҫав майпах тепӗр страницине вулаттӑм.

Затем я снова поднимался на верхнюю ступеньку и прочитывал таким же образом другую страницу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хам куҫран аяларах йӗркесем патне ҫитсен, эпӗ тепӗр картлашки ҫине аяларах анаттӑм; ҫапла аяла ҫитичченех вулаттӑм.

Когда я доходил до строк, находившихся ниже уровня моих глаз, я спускался на следующую ступеньку, пока не заканчивал чтения страницы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫӳреве кайнӑ чух эпӗ яланах нумай кӗнеке илсе хатӗрлеттӗм те, пушӑ вӑхӑтра пӗрмаях чи лайӑх писательсен, авалхисемпе хальхисен, кӗнекисене вулаттӑм, тӗрлӗ ҫӗршывсенче ҫыран хӗррине тухсан, унти халӑхсен ӑс-хакӑлӗпе йӑлисене сӑнаттӑм, вӗсен чӗлхисене вӗренеттӗм.

Уходя в плавание, я всегда запасался большим количеством книг и все свободное время посвящал чтению лучших писателей, древних и новых, а высаживаясь на берег, наблюдал нравы и обычаи туземцев и изучал их язык.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман корзинкӑран тутлӑ булкӑсем суйласа илнӗ чух хӗрсем час-часах запискӑсем чиксе хуратчӗҫ, вара эпӗ ҫав хитре хут таткисем ҫинче ачалла алӑпа ҫырнӑ пит те намӑсла сӑмахсене тӗлӗне-тӗлӗнех вулаттӑм.

Девицы, выбирая из корзины моей сдобные булки, подсовывали мне записочки, и нередко на красивых листочках бумаги я с изумлением читал циничные слова, написанные полудетским почерком.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Эпӗ хула библиотекине те ҫӳреттӗм, унта техника ҫинчен ҫырнӑ литература вулаттӑм.

Я даже успевал ходить в городскую библиотеку и там дополнительно читать техническую литературу.

5. Вӗренӳ ҫулӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Кунӗ-кунӗпе, зачетсем умӗн ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе те, эпӗ кӗнекесем вулаттӑм.

Целыми днями, а перед зачётами и ночами, я сидел за книгами.

4. Комсомол руководителӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫӗнӗ кӗнекесене вулама париччен малтан хам вулаттӑм.

Прежде чем выдавать новые книги, я их прочитывал сам.

2. Вӗренме шутларӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑш чухне аҫа ҫури ман пата хыҫалти ҫенӗхе пыратчӗ; унта маччана хӑпарса каймалли пусма айӗнче эпӗ ҫывӑрса пурӑнаттӑм; пусма ҫинче, чӳрече тӗлӗнче, кӗнекесем вулаттӑм.

Иногда вотчим приходил ко мне в черные сени; там, под лестницей на чердак, я спал; на лестнице, против окна, читал книги.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Кӗнекесем ҫинчен, стихсем ҫинчен сӑмахлатчӗҫ, — ҫавӑ вара маншӑн та ҫывӑх, ӑнланмаллаччӗ; эпӗ вӗсенчен пуринчен те нумайтарах вулаттӑм.

Говорили о книгах, о стихах, — это было близко, понятно и мне; я читал больше, чем все они.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Анчах Диккенспа Вальтер Скотт питех те ман кӑмӑла каятчӗҫ, ҫав авторсене эпӗ шутсӑр килленсе, пӗр кӗнекенех икшер-виҫшер хут вулаттӑм.

Но мне очень нравились Диккенс и Вальтер Скотт, этих авторов я читал с величайшим наслаждением, по два-три раза одну и ту же книгу.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ тӑрӑшсах кӗнекесем вулама пуҫларӑм, вӗсене тупаттӑм та кашни каҫах тенӗ пек вулаттӑм.

Я стал усердно искать книг, находил их и почти каждый вечер читал.

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех