Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вулани (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрман ҫырӑвне вуласси килчӗ ун, ялан салтак ҫырӑвӗсене вулани ҫеҫ мар…

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пачӑшкӑ ӗнӗрлесе кӗлӗ вулани, ҫунакан ҫуртасем ҫӑтӑр-ҫатӑр туса илни, кинемейсем пачӑшкӑна пулӑшас тесе ун хыҫҫӑн юрлама хӑтланни, тӗне кӗртме илсе килнӗ ачасем хӑраса шӑппӑн е кас-кас хыттӑн йӗни, хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ урай тӑрӑх ахаль ҫынсен хура, сарӑ, хӑмӑр пушмакӗсем куҫкалани, ӑнсӑртран тухакан тӗрлӗ сасӑ маншӑн килӗшӳллӗ оркестр вылякан асамлӑ, пурне те хӑйӗн вӑйне пӑхӑнтаракан кӗвӗ пекех туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Тинех ун патне вӗсен ҫырӑвӗсене такам вулани пирки пилне пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юратнӑ паттӑр ывӑлӗ отпуска килсен шкул ачисен ҫырӑвӗсене ывӑлӗ Евгений типтерлӗ упрани, вӗсене юратса вулани пирки каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй паракан ҫырусем // Л.МИРОНОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13456-v ... an-cyrusem

Ӑнлануллӑ циклӑн вӑйӑ занятийӗсем ирттернӗ; калаҫусем, иллюстрацисене, кӗнекесене пӑхса тухни, А.Бартон «Грузовик» хайлавне вулани, мыскарасем вӗренни.

Были проведены игровые занятия познавательного цикла; беседы, рассматривание иллюстраций, книг, чтение художественной литературы А.Барто «Грузовик»; заучивание потешек.

Ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх тематикӑллӑ эрне вӗҫленнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... nn-3444774

Туссемпе савӑнӑҫлӑ тӗлпулусем, юратнӑ кӗнекесене вулани, ҫулҫӳревсем.

Это радостные встречи с друзьями, чтение любимых книг, путешествия.

Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3392564

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Осипов та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Ҫавӑн пекех Николай Осипов литераратуровед та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

— Сочинени пирки те, эсӗ ӑна епле вулани пирки те ҫапла ҫеҫ калама пултаратӑп, Надя: лайӑх, питӗ лайӑх!

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпӗ мӗнле кӗнекесем вулани ҫинчен, мӗнпе ытларах интересленни ҫинчен ыйтса пӗлетчӗ вӑл, анчах хам унпа калаҫма та вӑтанаттӑм, сӑмахсем, темле, ҫыхӑнусӑр тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫӳлерех вулани командир дневникӗнчи юлашки йӗркесем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

— Тимӗрпе аманнӑ ҫынна эп вулани пулӑшаканччӗ-ха…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, ҫӑмӑлах пулмарӗ унӑн малашнехи Турӑ патнелле хывӑннӑ ҫулӗ (пурне те пултаракан пирки иккӗленни те, унпа ӑшӗнче тупӑшни те, Полина вилӗмӗшӗн ӑна айӑплама пӑхни те пулчӗ), анчах Турӑ кӗнекисене, уйрӑмах псалтире, тӗплӗнрех, ӑша хывса вулани унччен ӑс-пуҫра цементленсе хытнӑ материализм никӗсне самаях хавшатса ишӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак ӗҫре мастерскойсенче пулса иртнӗ кулленхи хирӗҫӳсем, революцилле литературӑна вулани, эсир дормиторсенче хӑвӑрпа пӗрле вӗренекен ҫамрӑксемпе калаҫни, жестянщиксен мастерскойӗнче Урсэкие спектакльсем кӑтартни, Горовиц изобретенийӗсен чертежӗсем — пурте ҫаксем пысӑк вырӑн йышӑнчӗҫ!

Здесь сказались и ежедневные стычки в мастерских, и революционная литература, и беседы, проводимые вами в дормиторах, и театр Урсэкие в жестяничной мастерской, и даже чертежи изобретений Горовица — всё!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫамрӑк ӑру чӑвашла тухакан пичет кӑларӑмӗсене вулани аван.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

— Халь вулани йӑлтах хӑвӑн-и? — пӳлчӗ хан кӗтмен ҫӗртен.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах вулани темшӗн пуҫне кӗмест.

Но чтение почему-то в голову не лезло.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Унта Галимджана асӑнни ҫук, малтан курнӑ хыҫҫӑн вӗсем тек пӗр-пӗрне тӗл пулман, ҫапах та Алексей ҫыруне вулани Хаятшӑн хӑйӗн ывӑлӗн ҫыруне вуланӑ пекех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вулани пурнӑҫра питех кирлине уйрӑммӑн палӑртрӗҫ: ӑнӑҫу вӑрттӑнлӑхӗ — пӗлӳре, пӗлӗвӗн арчи — кӗнеке.

Куҫарса пулӑш

Юрий Артемьевпа тӗлпулу иртрӗ // Лидия Антонова. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d1%8e%d1% ... 82%d1%80e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех