Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫҫӗшӗнче (тĕпĕ: виҫҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Фашистсем виҫӗ хутчен атакӑлама пӑхрӗҫ — виҫҫӗшӗнче те каялла чакартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫҫӗшӗнче те Аннушкин картинисене самаях пысӑк вырӑн уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

18 объектран виҫҫӗшӗнче хальлӗхе ҫитменлӗхсем пуррине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Пысӑк Енккасси шкулӗн хаҫачӗ «Школа-пресс» конкурса виҫӗ хутчен хутшӑнса виҫҫӗшӗнче те палӑрнӑ: малтанхи хутӗнче лауреат пулнӑ, пӗлтӗр тата кӑҫал 3-мӗш вырӑнсене йышӑнма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкул хаҫачӗ пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ старт парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Тимӗрҫӗсем кун каҫиччен виҫӗ хутчен апат ҫиеҫҫӗ, виҫҫӗшӗнче те — пулӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫхине вӑл виҫӗ района ҫитет, виҫҫӗшӗнче те тухса калаҫать.

А вечером выступил на митингах в одном, втором, третьем районе.

«Ҫитрӗ май — хаваслӑ, чаплӑ…» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫавӑн пекех тата сӑмахӗсем виҫҫӗшӗнче те пурпӗрех, вӗсене пӗр-пӗринчен ҫеҫ куҫарса ҫырни паллӑ, мӗншӗн тесен йӗркесен хисепӗ кашнинчех пӗр пек.

Очевидно, каждый из них является дословным переводом других, ведь количество строк везде одинаковое.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ачасем виҫҫӗшӗнче тӗпчесе пӑхрӗҫ, анчах нимӗн те тупаймарӗҫ.

Мальчики осмотрели три хода, но ничего не нашли.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

В.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче 2006 ҫултанпа ӑсталӑха туптаканскер 2009-2015 ҫулсенче тӗнче чемпионатӗнче тӑватӑ хутчен призер пулнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗнче — ҫӗнтерӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех