Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫҫӗшне (тĕпĕ: виҫҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫпа эпӗ урамра генерала тата Зинаида Алексеевнӑпа унӑн упӑшкине — виҫҫӗшне пӗрле — юнашар утса пынине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Асӑннӑ проектсенчен виҫҫӗшне Кӗтне Пасар ялӗнче пурнӑҫланӑ: Кубнинская урамри ҫула юсанӑ, масар картисене тытнӑ, ача-пӑча валли тата спорт площадкисем хӑтланӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Виҫҫӗшне, чи ваттисене, касса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арӑм тӑватӑ ача ҫуратрӗ те, виҫҫӗшне масар ҫине ӑсатрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Виҫӗ ача ҫуратса тӗрлӗ сӑлтава пула виҫҫӗшне те пӗчӗклех пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Тепӗр темиҫе кунран кӗтмен япала сиксе тухрӗ, геодезист ҫиллӗ кун лартнӑ тӑхӑр колоннӑран виҫҫӗшне тӗрӗс мар вырнаҫтарнине, тӳрӗ маррине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Виҫҫӗшне те Хураҫӗре ӑсатнӑ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӑҫал виҫҫӗшне хваттерпе тивӗҫтернӗ, тепӗр иккӗшне ҫурт-йӗр туянма сертификат панӑ.

В этом году квартирами были обеспечение трое, а двое других получили сертификат на покупку жилья.

Тӑвайра тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36349.html

Тӑван ҫӗршыв хӑйӗн ывӑлӗсен паттӑрлӑхне тивӗҫлипе хаклать: Чкалова, Байдукова тата Белякова — виҫҫӗшне те 1936 ҫулхи июлӗн 24-мӗшӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ятне параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Виҫҫӗшне – Вӑрнар округӗнчи Ҫӗньял Хапӑсри, Вӑрмар округӗнчи Арапуҫри тата Улатӑр округӗнчи Алтышевӑри объектсене — вӑхӑтра хута ярас тӗлӗшпе иккӗленӳ пур-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Виҫҫӗшне федераци фончӗн шучӗпе тӑваҫҫӗ, пиллӗкӗшне инвесторсем вӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Вӗсем паян хӑйсен хушшинчен виҫҫӗшне каллех инҫе ҫула ӑсатаҫҫӗ: таҫта, тахӑш ҫӗре — торф кӑларма, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Суйласа илех виҫҫӗшне.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Чӳлмекӳсем пит те лайӑх. Туянӑттӑм пӗр виҫҫӗшне, анчах кӗсьере виҫӗ пус та юлмарӗ, — тет ҫак этем, — памӑн-и пӗрне?» — тет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пӗлтӗр вӑл ҫил арманӗсене виҫҫӗшне те юсаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл график тума пулӑшрӗ, виҫҫӗшне те ҫырса хучӗ.

Она помогла составить график, и в нем были все трое.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Виҫӗ ывӑл ҫитӗнтертӗм, виҫҫӗшне те Гитлер ҫирӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Айӑп ан ту, — патька-патша, — виҫҫӗшне те сан патна илсе ҫитересшӗнччӗ те — турӑ ҫилли пӗрне ҫул ҫинчех пӗтерсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Виҫҫӗшне те вӗсене, юнӗҫенсене, ҫынвӗлеренсене, пӗр туратран! — илтех кайрӗ Ахмар.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫапас та пӑрахас виҫҫӗшне те! — кӑшкӑрашасҫӗ пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех