Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫҫӗш (тĕпĕ: виҫҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Виҫҫӗш те макӑраҫҫӗ, мӗнле инкек пулнӑ-ши кусен?» — шухӑшларӗ ҫав вӑхӑтра вӗсене хирӗҫ пулнӑ пӗр хӗрарӑм, анчах ыйтма хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сасартӑк виҫҫӗш те харӑсах хӳхлеме тытӑнчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӗсем консервӑланӑ какайпа пӗҫернӗ яшкана ҫурӑм хыҫне ҫакмалли баксене тултарчӗҫ те, хӗҫ-пӑшал — икшер гранатӑпа пистолет — чиксе, виҫҫӗш виҫ еннелле хамӑрӑн малти траншейӑсем енне шурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Хӑнасем виҫҫӗш виҫӗ тӗле вырнаҫнӑ та чӗнмесӗр ун-кун пӑхкаласа лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ахӑртнех, виҫҫӗш те калаҫса татӑлнӑ пулас», — тепӗр тӗрлӗ шухӑш ҫуралчӗ унӑн пуҫӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Элчӗ, карчӑк тата старик виҫҫӗш пӗрле пӳртелле кӗрекен йӗкӗтсенчен пӑрӑнчӗҫ те лаҫалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑн ӗнтӗ, выртмара кашкӑрсемпе ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем виҫҫӗш — Пинер, Карлай тата Укаслу — час-часах тӗл пулатчӗҫ, туслӑ та пурӑнатчӗҫ теме юрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен аманнисем те сахал мар, анчах виҫҫӗш питӗ хытӑ аманнӑ, юн нумай кайнипе вӑйсӑрланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унӑн чи хаяр тӑшманӗсем виҫҫӗш те чӗрӗ юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӗрупраҫ ӗҫне пикеннӗ-ха вӗсем виҫҫӗш те, кӑҫал тӗртнӗ пиртен тӳшек пичӗ ҫӗлерӗҫ те тӗк тултараҫҫӗ-ха…

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫҫӗш те килнӗ, Сӗве хулине каҫма ӑна кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрӗсем виҫҫӗш те ӑмӑртмалла чӳрече патне чупса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем виҫҫӗш те ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасем виҫҫӗш те ӳсӗр ӗнтӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе ыталашса ҫеҫ лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫҫӗш те вӗсем пӗр харӑс сиксе тӑраҫҫӗ.

Все трое вскочили разом.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юлашкинчен вара, виҫҫӗш те пӗрле тӑрӑшса, пурин кӑмӑлне те каякан ҫыру ҫырса хатӗрлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригадирсем виҫҫӗш те хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун сӑмахӗ — хӑй упа шӑтӑкне мӗнле анса кайни, ӑна унтан мӗнле туртса кӑларни, яла пӗчӗк ачана ҫавӑтнӑ пек ҫавӑтса таврӑнни ҫинчен каласа кӑтартни самаях кулӑшла тухрӗ, вӗсем виҫҫӗш те каҫса кайсах кулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун пек тӗлпулӑва кӗтменскерсем, виҫҫӗш те ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑшӗ: ҫаксем виҫҫӗш те Сентиер ачисем пулнӑ теҫҫӗ, — чӑвашран тухнӑ улпута — хаяр Айтара вӗлернӗ хыҫҫӑн, хастар Сентиер хӑйӗн юратнӑ Пинерпийӗпе чӑтлӑх хӳтлӗхӗнче нумай ҫулччен пытанса пурӑннӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех