Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫшер (тĕпĕ: виҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир ӑна, ҫӑл патне пырсан та, тип ҫӑварла виҫшер сехет палкатӑр.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫшер йытӑ усранӑ вӑхӑтсем пулнӑ, пӗри те сасартӑк ӳксе вилмен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫшер ҫыру илчӗ Хура Ҫимун ывӑлӗсенчен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ешӗл вӗсем ырлӑх яр-сан, лаша кӳлӗпӗр те кӑҫалах Ишеке кайса виҫшер пуслӑх ҫурта лартӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пилӗк ҫул виҫшер пӑру хӗл каҫарчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Арӑмне чума пуҫтарма хушрӗ, вара виҫшер пӑлан кӳлнӗ ҫунасем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӳршӗри колхозалла кайрӗҫ.

Велел жене собирать чум, и вереница санок, запряженных тройками оленей, двинулась к соседнему колхозу.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унӑн уяв тумӗ ҫинчи наградисене шутласа та тухаймӑн: Ленин, Хӗрлӗ Ялав, ,ҫлӗх Хӗрлӗ Ялав (иккӗшӗ те виҫшер таранах!

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Хӑшӗсем икшер, теприсем виҫшер пӳлӗмлӗ хваттерсем туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Иккӗшӗн те виҫшер кило ытларах.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кашни хваттер валли икшер алӑк, ик хутлӑ виҫшер чӳрече пулнӑ пулсан, сакӑр алӑк та ҫирӗм тӑватӑ рама тухать.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

– О, кашнинче виҫшер ручка илме пулать.

– О, можно по три ручки каждый раз покупать.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Виҫшер уйӑх кӗтекенсем те пур, ун пеккисен ыйтӑвӗсене те тивӗҫтерейместпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрачасем варенипе виҫшер икерчӗ ҫирӗҫ те тӑранчӗҫ.

Девочки съели по три блина с вареньем и наелись.

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

«Чӑваш Республикинчи административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен» статьяпа Муркашпа Елчӗк тӑрӑхӗсенче виҫшер протокол шӑрҫаланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта - пушар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60802

Кӗпи умӗ ҫумне икӗ енне виҫшер кӗтеслӗ хӑмаҫ ҫыпӑҫтарнӑ пек хӗрлӗ пӗсехе тӗрленӗ, ҫӗвви тӑрӑх симӗспе янӑ, — ҫын пӗлми тӗрӗ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗпи умӗ ҫумне икӗ енне виҫшер кӗтеслӗ хӑмаҫ ҫыпӑҫтарнӑ пек хӗрлӗ пӗсехе тӗрленӗ, ҫӗвви тӑрӑх симӗспе янӑ, — ҫын пӗлми тӗрӗ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шакӑрчаллӑ ҫунисене те, ут хатӗрӗсене те тӗрлӗ-тӗрлӗ лентӑсемпе, эрешсемпе йӳпсӗнтермеллех илемлетсе, ӗлккенлетсе пӗтернӗ; касса чӗнтӗрленӗ пӗкӗсем айне пӗчӗк йӗс шӑнкӑравсем, пӗкӗсен икӗ енне ҫӳҫеллӗ, ярапаллӑ виҫшер тутӑр ҫакнӑ; ҫунисен ларкӑчисемпе хыҫӗсем ҫине килте тӗртнӗ кавир е кашма сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Виҫшер ҫынран тӑракан 7 команда ҫак кун тӗрлӗ конкурсра тӗрӗсленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑртура — пулӑҫсем // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/a%d0%bca%d1 ... %b5%d0%bc/

Виҫшер ҫул хӗсметре пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

Ял ҫывӑхӗнче икӗ трактор ӗҫлеҫҫӗ: вӗсем виҫшер сӳре кӑкарса янӑ та тулӑ калчине апат панӑ хыҫҫӑн сӳрелеҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех