Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫсӗмӗр сăмах пирĕн базăра пур.
виҫсӗмӗр (тĕпĕ: виҫсӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир виҫсӗмӗр ак паян ҫывӑхлантӑмӑр.

— А мы вот, подружились.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Докторпа Катя тата эпӗ — виҫсӗмӗр — вӑхӑт пур чухне пӗрмаях «Св. Мария» экспедицийӗн материалӗсене майлаштарса вӗрентӗмӗр.

Всё свободное время мы — доктор, Катя и я — тратили на изучение и подбор материалов экспедиции «Св. Марии».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара эпир виҫсӗмӗр Мускав тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреме тухса кайрӑмӑр, Эпир Мускав шывӗ хӗррипе ҫӳрерӗмӗр, малтан Хӗрлӗту, унтан Устьин кӗперӗ айӗпе тухрӑмӑр.

И мы втроем пошли прогуляться по Москве, Мы прошли по берегу Москвы-реки — сперва под новым, Краснохолмским, потом под Устьинским мостом.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пугачев светлицӑран тухрӗ, виҫсӗмӗр пӗрле хӑна пӳлӗмне антамӑр.

Пугачев вышел из светлицы, и мы трое сошли в гостиную.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ унӑн ашшӗне пӗр стакан пунш ӗҫсе пӑхма сӗнтӗм, Дуньӑна чей ӗҫме лартрӑм, вара эпӗр виҫсӗмӗр тахҫантанпа паллашнӑ ҫынсем пекех калаҫма тытӑнтӑмӑр.

Я предложил отцу ее стакан пуншу; Дуне подал я чашку чаю, и мы втроем начали беседовать, как будто век были знакомы.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫавӑн пек организаци тӑвас тӗлӗшпе эпир виҫсӗмӗр ӗҫлерӗмӗр.

Чтобы сделать такую организацию, мы участвовали все трое.

VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Эпир виҫсӗмӗр те тивертеймерӗмӗр пулмллла…

Кажется, втроем не задели ни одного.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вара виҫсӗмӗр те Кюльме карчӑк патне васкарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Виҫсӗмӗр ку енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Валя патӗнче эпир виҫсӗмӗр те темиҫе хутчен пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпир виҫсӗмӗр унччен тӗл пулнисене ас тӑватӑр-и эсир, юлташсем?»

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпир нумайранпа виҫсӗмӗр пӗрле пулман.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ сире эпир виҫсӗмӗр пулатпӑр, терӗм те, хамӑн сӑмахӑма тытатӑпах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Виҫсӗмӗр? — тӗлӗнсе тепӗр хут ыйтрӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Халь вара хамӑр тӗл пулнӑ ятпа уяв туса илер, — терӗ малалла Гладышев, — виҫсӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эпир вара виҫсӗмӗр пӗрле ларӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эпир виҫсӗмӗр питӗ туслӑ пулнӑ вӗт-ха, ҫав туслӑх вӑрӑмах тӑсӑлман пулин те.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Виҫсӗмӗр те пӗрле каяр, — терӗ Елюк Тарас еннелле пуҫне сулса.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Театрта эпир виҫсӗмӗр юнашар лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тата ҫакна калатӑп: хамӑр пуп патӗнче пулса, унпа мӗн калаҫни ҫинчен хальлӗхе, виҫсӗмӗр пуҫне, никамӑн та пӗлмелле мар, — асӑрхаттарчӗ Озеров.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех