Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витӗнмен (тĕпĕ: витӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Полина хӑлхине ҫеҫ ан кӗтӗрччӗ тата ку айванла ӑнсӑрт», — ял кулли пуласран ҫеҫ мар, ҫӗр ҫинчи пурнӑҫсӑр пуҫне ниме те ӗненмен юратнӑ хӗрӗ умӗнче тӑрпалтая, шулапи витӗнмен тӑрная юласран шикленсе те хӗсӗнсе илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑс-тӑн енчен пӑхсан та ку ачан шулапӗ витӗнмен, теме ҫукчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ту шӑрчӗсемпе тӑррисем ҫинче, ту тайлӑмӗсенче нимӗнле ӳсентӑран ӳсмен, кӑпӑшка тӑпрапа витӗнмен чулсен тӗрле породисене курма пулать.

На гребнях и вершинах, а часто и на склонах гор можно видеть различные породы камня, не покрытые растительностью и покровом рыхлой почвы.

1. Икӗ йышши сӑрт-ту породисем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Юрпа витӗнмен чуллӑ сӑрчӗ ҫеҫ — ҫӳлтен кӗрлесе анакан шывӑн сакки — чуна ҫӳҫентерекен сӑнар кӗртет.

Только не прикрытые снегом темные утесы — ложе низвергавшихся водопадов — придавали ей суровый вид.

XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах кунтан, ҫивитти ҫинчен, Мускав ҫав-ҫавах, ӗлӗкхи евӗрлех мирлӗн курӑнать, вӑл ним чул та витӗнмен, хӳтӗленмен пек.

А сверху, с крыши, Москва казалась по-прежнему мирной, беззащитно открытой.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

34. Ҫӳлхуҫапа калаҫмашкӑн Ун патне кӗнӗ чухне Моисей пӗркенчӗкне хывнӑ, унтан тухиччен те витӗнмен; тухсассӑн, [хӑйне Ҫӳлхуҫа] мӗн каланине Израиль ывӑлӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ.

34. Когда же входил Моисей пред лице Господа, чтобы говорить с Ним, тогда снимал покрывало, доколе не выходил; а выйдя пересказывал сынам Израилевым все, что заповедано было [ему от Господа].

Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех