Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витресемпе (тĕпĕ: витре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑ йӑмраран иртсенех кӳршӗ хӗрарӑмӗ тулли витресемпе килни Анукӑн кӑмӑлне татах ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пахча-ҫимӗҫ шӑваракансем тулли витресемпе кӗвентисене сӑпка кашти пек авӑнтарса утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Унтан ӑна сӗрекесемпе картласа лартаҫҫӗ те ӑсмаллисемпе, михӗсемпе, витресемпе ӑса-ӑса илеҫҫӗ.

Там ее запирают неводами и вылавливают черпаками, мешками, ведрами.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫынсем витресемпе шыв ӑсса пырса чӑшт-чашт сапкаларӗҫ, анчах мӗн усси?

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Витресемпе!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Витресемпе чӑшт! та чӑшт! шыв ӑсса илсен тулли кӗвентене вӑштах хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хурса Глафира ҫыран хӗрринелле хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ну-ка, тавай витресемпе вӗри шыв илсе кил те хлораминпа хутӑштарса клеткӑсене, валашкасене дезинфекци ту.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена пулӑ ҫӑвӗпе люцерна хутӑштарнӑ комбикорма витресемпе ҫӗклесе валашкасем ҫине хура-хура тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унтан ҫӑл патӗнче витресемпе шыв ӑсма хатӗрленнӗ Хрестук патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пӗрре ҫурчӗ тавра утса ҫаврӑнать, кӗлет, витесем, лупас ҫинче витресемпе тӑракан ҫынсемпе калаҫкаласа илсе, вӗллесен хушшипе мунча умӗнчен иртет, ҫӗмӗрт ҫинчисем патне пырать.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Витресемпе шыв илсе хӑпарма ан манӑр тата.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗчӗк пулин те, вӗсем те витресемпе шыв йӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аннепе аппа, витресемпе шыв йӑтса, ялкӑшакан мӑкаҫей патне чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл хӑй те хыттӑн кӑшкӑрса ярасшӑн пулчӗ, анчах сасси тухмарӗ, вара вӑл, пушӑ витресемпе чӑнкӑртаттарса, урамалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тулли витресемпе тӑвалла хӑпарнӑ чухне хыҫалта Тутаркас енчен каллех сиккипе юланут килни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакӑнта хӑй куҫӗ умӗнче ҫывӑрса выртнине курсан, Сахрун пичче те ывӑлне хаяррӑн ятласа тӑкнӑ пулӗччӗ, анчах, телее, ҫӑка патӗнче вӑл витресемпе ытти савӑт-сапасӑр пуҫне урӑх нимӗн те курмасть, унта никам та ҫывӑрса выртмасть.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— О-о, телей пурах-мӗн пирӗн: тулли витресемпе килет Яким! — кӑшкӑрса ячӗ Эльгеев, Иоаким Степанович ҫырмаран шыв кӳрсе килнине асӑрхаса.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӗнтӗ вута шыв сапса сӳнтерме витресемпе чӗрессем те тупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пуш витресемпе тӗл пултӑн пулас, эсӗ те…

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӗклемлӗ витресемпе.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех