Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витресем (тĕпĕ: витре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗн те иккӗленмелли ҫук, ку тулли витресем тырӑ акас ӗҫе ӑнӑҫлӑ ирттерессе, тухӑҫлӑ тырпул пуласса пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑн пек ырӑ ӗҫ тума ашшӗ-амӑшӗсем ачасене валли кӗреплесемпе витресем туяннӑ.

Для такого благого дела родители приобрели для детей грабли и ведёрки.

Ҫӗр Планета — пирӗн пӗрлехи ҫурт // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... rt-3471319

Хӗре ҫӗнӗ витресем тыттарса ҫӑла шыв илме кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Витресем пӑр ҫине чӑнкӑртатса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Настьӑпа Ксюша вылямалли витресем илчӗҫ те кӳршӗри ачасемпе пӗрле хӑйӑр патне утма тухрӗҫ.

Настя и Ксюша взяли ведерки и пошли на Пески вместе с соседскими ребятами.

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Фермӑра ӗҫлекенсем выльӑхсене апат панӑ хыҫҫӑн витресем тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Урам урлӑ кӳршӗ енчен туптав сасси те, пуш витресем ханкӑртатни те ялӑн тунсӑхлӑ шӑплӑхне чӗрӗ, вилӗмсӗр пурнӑҫ шӑнкӑравӗ пек касӑна-касӑна кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ан ӗненӗр вӗсене, Ревлен Петрович, витресем, чӑнах та, хаклӑ япаласем пек, сахалтарах, ҫавӑнпа та пӗрне запасра тытатӑп.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кашни ир ӗҫе килсен витресем шыраса хӑшкӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Витресем ҫав тери хаклӑ япаласем-ши вара?

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Те виҫҫӗмӗш, те тӑваттӑмӗшӗнче витресем ҫӗклесе тухсан, чӳрече карри салтса тӑракан Марук хӑйӗн упӑшки хайхи Санюкпа калаҫнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Кӗҫех хӗрсем витресем ҫӗклесе тухрӗҫ те машина ҫине хӑпарса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑй ҫинчен калаҫнипе именсе кайнӑ хӗр ваттисен сӑмахне урӑх итлесе тӑмарӗ, сӑлтав тупса, килкартине пушӑ витресем ҫӗклесе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл комбикорма витресем ҫине тӑп-тулли тӳпелерӗ те клеткӑсем патне ҫӗклесе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Атя хӑвӑртрах витресем ҫине тултар та, чӗпӗсене ҫитерӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Апла пулсан, ак витресем ил те комбикорм ҫӑрса нӳрет.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӳпӗнтернӗ витресем ҫинче хӗрарӑмсем канса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫуртсемпе тырӑ капанӗ ҫинче тулли витресем тытнӑ ҫынсен хисепӗ ӳссех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑхатӑп — витресем патӗнчех пӗр хӑмӑр кайӑк лара парать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗчӗк витресем ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех