Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витрери (тĕпĕ: витре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тутӑхнӑ шӑлтӑрма юрри хӑлхара сӳнсе-сӳнсе пычӗ, витрери хуллен ҫеҫ чӳхенекен тӑрӑ шывра вара хӗвел сӑнӗ тӗрленчӗ.

В ушах у меня еще отдавалось пенье скрипучего ворота, вода в ведре еще дрожала, и в ней дрожали солнечные зайчики.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Ӑшӑнать, — пӳрнине витрери шыва чиксе пӑхрӗ Васса.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Витрери шывӗ ҫӑтӑл-ҫатӑл туса хумханчӗ, тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак вӑхӑтра витрери шыв вӗресе тӑкӑна пуҫларӗ, чӑшӑлтатрӗ, ҫывӑхри пуленккене йӗпетсе сӳнтерчӗ…

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Карлӑк ҫине лартнӑ чӑп тулли витрери шыва ҫил килсе пӗрӗхтерет.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Витрери кӗпе-йӗме тепӗр хут пускаларӗ, пуҫӗнчи тутрине тӳрлеткелерӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Витрери шыв ман шӑлавар ҫине сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Валяпа Антутти аппа сыснана ура ҫине тӑратас тесе тӑрмашнӑ вӑхӑтра Ульха витрери шыва валашкана пырса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

— Халӗ хӑвӑрах ӑнланатӑр ӗнтӗ, миҫе хурт тухасса пӗтеретпӗр эпир, — терӗ вӑл мана, хурт йӑвисене витрери шӗвекпе пуса-пуса сӗрнӗ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара хыпӑнсах умри хурӑн тунине витрери шӗвекпе сӗрме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Витрери шыва пуҫ тӑрӑх ярса чӳхенчӗ те таса ҫипуҫ тӑхӑнса пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чул ҫинчи хурантан ӑсса илнӗ вӗри шыва витрери шывпа хутӑштарса пуҫ тӑрӑх ячӗ те Уҫка мунчаран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗрие тӳсеймен пирки, аллине витрери шыв ҫине чиксе кӑларса, тепре ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ хӗвел ҫинче ларнӑ витрери шывпа пите, мӑя, хӑлхасене ҫурӑм, шӑлӑнтӑм, ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗтӳ яла кӗриччен шӑтӑк чавакансем ӗҫ пӗтерсе таврӑнчӗҫ, витрери шыва куркапа ӑсса ҫӑвӑнма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Салиме ӑнсӑртран лекнӗ пек витрери шыва урайне тӑкса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пушарӗ тахҫанах сӳннӗ пулсан та, витрери шыва ҫапах улӑм кӗлӗ ҫине сапа-сапа хӑварчӗҫ пынӑ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тепрехинче ман валашкари шыва виҫӗ кунтанах улӑштарса тӑракан пӗр тарҫи витрери шыва янӑ чух валашкана пысӑк шапа кайнине асӑрхаман.

В другой раз слуга, на обязанности которого лежало каждые три дня менять воду в корыте, не заметил, что в ведро с водой попала огромная лягушка.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Ҫав тери ывӑнса ҫитрӗм, витрери шыва та ҫул ҫинех тӑкса хӑвартӑм.

— До того измучилась, что из ведер воду вылила на дороге.

XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Витрери шыва тӳрех йӑрансем ҫине сапрӑмӑр.

И мы выливали прямо на грядки.

Эпӗ пахча сапни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех