Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витрене (тĕпĕ: витре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арӑмӗ персе панӑ пуш витрене йӑтрӗ те Павӑл шыв ӑсма тухрӗ, пусӑ шерпетне мехле-мехлех ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Ҫак вӑхӑтра ӗнесем пӑхакан Варвари витрене ӑшӑ ҫӑра шыв йӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Эпӗ чӑнах та и-ирех тӑрса ҫӑкӑр чӗлли касса илетӗп те витрене чиксе кӑларса хы-ытӑ тӑварласа тухса каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тарӑхса кайнӑ хӗрарӑм Лена аллинчи витрене картах туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена калас тенӗ сӑмахне ниепле те ҫавӑраймарӗ, куҫ умне пулнӑ хӑлӑпсӑр витрене тинкерчӗ, унтан, пӗтӗм хӑюлӑхне пухса, хӑй фермӑна мӗн шутпа килнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗр чуста татӑкӗ витрене чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Вӑл ачине тепӗр аллине илес тесе тулли витрене ҫӗр ҫине лартрӗ.

Она опустила полное ведро на землю, чтобы переложить ребенка на другую руку.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах кӗленчери эрехне витрене пушатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Хӑй калаҫнӑ самантрах ҫывӑхри тунката ҫумӗнчен ҫутӑ витрене илсе ҫырма еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӑна вӑл тӳрех палласа илчӗ те пушӑ витрене лартса алӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Мунча умӗнче ларакан тулли витрене ҫӗклесе пуҫ тӳпине ӳпӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сире те пулӑ шӳрпи пӗҫерме вӗрентем, — тесе, Тарье тулли витрене шалалла ҫӗклесе кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пулла кайсан витрене ҫӑрттансемпе ҫупахсене тарӑхса ывӑтнӑ чух куҫ умне Сӑр кукӑрӗнче юлташӗсемпе стерлӗк тытни тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Витрене ҫӗклесе эпир, Пракухпа, мӗн вӑй ҫитнӗ таран чупса кайрӑмӑр, ҫапах та вӑхӑт чылай иртрӗ, пулӑсем ҫапкаланайми, сывлайми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Карас пулӑсене витре ҫинче пулнӑ йӗпе пир татӑкӗпе чӗркерӗ те каллех витрене хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Витрене эпӗ ҫав самантрах чупса пырса тытрӑм, анчах ҫук ӗнтӗ, тумлам шыв юлман, пулӑсем ҫӗр ҫинче пӑлт! пӑлт! кӑна сиккелесе выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Витрене ман алӑран туртсах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Карас пулӑсем янӑ витрене эпир малтан Пракухпа иккӗн ик енчен тытса ҫӗклесе пыраттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Пулӑсене витрене ятӑмӑр та шывӗ чӳхенсе тӑкӑнасран ҫиелтен пир татӑкӗпе ҫыхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Альберт, нар айӗнчен пуртӑ илсе, витрене чикет, тумланса вак касма каять.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех