Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витермелле (тĕпĕ: витер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ман ҫине чуна витермелле сӑнаса пӑхрӗ те мӑйран ыталаса илчӗ.

Он серьезно посмотрел на меня и обвил мою шею руками.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Елчӗк округӗн мухтавлӑ ывӑлне, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса паттӑрла вилӗмпе пуҫне хунӑ ентешӗмӗре — пӗтӗм Раҫҫейри йывӑр атлетика турнирӗсен ҫӗнтерӳҫине Павел Портнова халалласа юрланӑ «Встанем» юрра Евдокия Егорова чуна витермелле шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Ачасем пурте ролӗсене чуна витермелле вылярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкул театрӗсем пултарулӑхне кӑтартрӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0%b ... %82%d1%80/

— Мери, пикеҫӗм! — чунне витермелле хыттӑн пӑшӑлтатать унӑн ҫурчӗн картиш тасатуҫи.

— Барышня Мери! — проникновенно сказал дворник ее дома.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.

Каҫхи апат хыҫҫӑн судья аттепе эрех ӗҫме пӑрахмалла тесе калаҫнӑ, вӑл пит чуна витермелле калаҫнӑран аттен куҫӗнчен куҫҫуль те пӑчӑртанса тухнӑ, вӑл вара миҫе ҫул ухмахланса пурӑнтӑм тесе ӳкӗннӗ, халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗлле пурӑнма тытӑнатӑп, ӳлӗмрен манпа хутшӑнма никамӑн та вӑтанмалла ан пултӑр, ку тӗлӗшпе мана судья тиркемесӗр-сивлемесӗр пулӑшасса шанатӑп тенӗ.

А после ужина он завел разговор насчет трезвости и прочего, да так, что старика слеза прошибла и он сознался, что столько лет вел себя дурак дураком, а теперь хочет начать новую жизнь, чтобы никому не стыдно было вести с ним знакомство, и надеется, что судья ему в этом поможет, не отнесется к нему с презрением.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑл ҫав тери ачашшӑн, ҫав тери ырӑ туйӑмпа, чун-чӗрене витермелле калаҫать.

Она говорила неотразимо по-человечьи, — так ласково, с таким хорошим чувством.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Юн ӗмен эрешмен — ҫапла! — витермелле ӗнентерсе каларӗ те салтак, тайкалана-тайкалана, алӑк патнелле утрӗ.

Кровососец паук — вот как! — убедительно сказал солдат и, пошатываясь, пошел к двери.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ун хыҫҫӑн тӑван яла халалланӑ «Кӗтеснер» сӑввине чуна витермелле вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Анчах та «Каллех пуҫланчӗ, тупата» сӑввинче хӑй мӗншӗн апла маррине питех те чуна витермелле палӑртнӑ вӑл: «Анчах ҫавна илтмест-ҫке ман чӗремҫӗм-шӑпӑрлан»…

Куҫарса пулӑш

Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27

Хальччен аяккинче каска ҫинче ларнӑ Ахваниҫ унӑн чунне тата та витермелле хурлӑхлӑ кӗвӗ калать.

До этого молча сидевший в сторонке Афанасий начинает наигрывать грустную мелодию.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫакӑ йӑлтах Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникӗн Миша Григорянӑн 1995 ҫулта ӳкернӗ «Синкер» /Трагедия/ картининче чуна витермелле сӑнарланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аннесен куҫҫулӗ юхнӑ чух чулсем те йӗреҫҫӗ // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Хуравӗ тивӗҫтерменнине кура ҫынпа ҫын пек пулмаллине, унӑн чунне витермелле ӑнлантарни хуҫалӑх тытакан хӑй ҫыруҫа шырама хавхалантармаллине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Паллах, хӑшпӗр йӗрки кама та пулсан килӗшмессе те пултарӗ, ытла та уҫҫӑн, тӳррӗн, чӗрене витермелле ҫырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Те чӑнах чуна витермелле вылянӑ вара — куракансем питӗ хыттӑн алӑ ҫупатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех