Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витерен (тĕпĕ: витер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кукаҫей ахаль ларма юратмастчӗ, час-часах ӑшӑ пӳртрен тухса картишӗнче тем-тем ӗҫлесе ҫӳретчӗ: е витерен тислӗк кӑларатчӗ, е выльӑх-чӗрлӗхе апат паратчӗ, е юр хыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

— Ачам, сурӑхӗсене эпӗ кайсан витерен кӑларса кӗтӗве ӑсатса ярӑн, хур чӗпписемпе чӑхсене апат парӑн, шултраланма пуҫланисене амӑшсемпе пӗрле ферма патне кӳлле ӑсатса яр.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫыранти витерен лаша тулхӑрни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дояркӑсем ӗнесене витерен кӑларса пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Кирил Романчӑ витерен хӑҫан кӗчӗ?

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Заведующи витерен хӑвӑрт тухрӗ те пысӑк утӑмсемпе пӳртелле яртлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирлепе Якур витерен аяккарах, пӗрене ҫине кайса вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тунькка часах витерен тепӗр кӗреҫе илсе тухрӗ, ӑна заведующине тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Витерен Магдальпе Тунькка тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса, тин кӑна витерен тухнӑскер, тавралӑха тулли кӑмӑлпа тинкерет.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Выльӑх-чӗрлӗх валли апат ҫителӗклӗ хатӗрлеме тӑрӑшнине паҫӑрах асӑрхарӑмӑр-ха: витерен инҫех мар пӗлтӗрхи утӑ купаланса тӑрать, пӗлтӗрхи улӑм та нумай.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Витерен тин кӑна кӗнӗччӗ-ха, тин кӗрсе салтӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Пӗринче Павӑл кӗрхи сивӗ ҫумӑр витӗрех ферма чупса ҫитрӗ те Чӗкеҫе витерен чӗнсе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ пӑрӑва Александра Петровна ҫири фуфайкине хывса чӗркенӗ те витерен пӳрте илсе кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Унччен те пулмасть, ун тракторӗ силос башни хыҫӗнчен е пӗр-пӗр витерен сиккелесе те тухать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Малтанах сыснисене витерен кӑларса апат пачӗ, кайран ӗне сурӗ, пӳрте пӗр бидон ӑшӑ сӗт ҫӗклесе кӗчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӗнесене ҫонакан витерен порне те илсе тохма ӗлкӗрнӗ, йолашки хот кӗнӗ чух каччӑ ҫи-поҫне вот хыпса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Витерен тислӗк кӑлартӑм, выльӑхсене апат патӑм.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Ҫак вӑхӑтра Валяпа Ульха витерен тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Ӑна тирпейлесе пытарсанах пӗр тӗттӗм каҫхине лашана витерен вӑрласа кайрӗҫ, кӑшт каярахпа юлашки сурӑха кашкӑр тытса ҫирӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех