Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вире (тĕпĕ: вир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял ҫумӗнчи хирте ырашӗ начар пулчӗ, уҫланкӑри хура тулпа вире пӑлхавҫӑсем утсемпе таптаса пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑлса хӑварнӑ пулӑттӑн эсӗ вире!

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тен, эпӗ вире ҫӑлса хӑварнӑ пулӑттӑм, кам пӗлет-ха, акнӑ пӑтӑ шӑтать-и вӑл сирӗн? — хӑйне тӳрре кӑларма тытӑнса пӑхрӗ Сехре Иванӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хӑй те пӗлчӗ, кунта Натали айӑплӑ мар, вӑл ҫав вӑхӑтра Натали пулмасан та ҫавӑн пекех тӑватчӗ, тем тесен те, унӑн сап-сар вире вӗри шыв ӑшне чикме хӑват ҫитейместчех ӗнтӗ, ҫапах та халӗ чуна пусарма, айӑпа хӑйӗн ҫинчен сирме кама та пулин вӑрҫасси килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах ун пирки ӗнтӗ эсир вире кая юлса акатӑр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫук, Иван, эс ку вире бионтизаци туман, — татса каларӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Типӗ пек мар-ҫке, — ним тӑвайман енне вире тӗрӗслеме тӑчӗ Сехре.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Улталанӑ вӑл сана, пӗр иккӗленмелли те ҫук, улталанӑ, — терӗ Липпа, аллинчи вире сӑтӑркаласа.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрҫӑччен вире ятарласа тунӑ сеялкӑпа акатчӗҫ, халӗ, ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ та, алӑ вӗҫҫӗнех акма тивет.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иван пичче вире пӗтӗм кӑмӑлтан хавхаланса акрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви темиҫе михӗ вире йӗпетсе складалла йӑтрӗ ӗнтӗ, Липа ытти бригадӑсен миххисене чикме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ку сӑмаха Маринерен темиҫе хутчен те илтнӗччӗ, анчах бионтизаци кун пек пулассине шутлама та пултарайман: сӑра хуранӗ ҫакса янӑ та вире вӗри шыва чике-чике кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсир, ӗмӗрех бионтизаци тунӑ пек, ҫине тӑрӑр, пӗр килограмм вире те чӳхемесӗр ан хӑварӑр.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗри шывпа чӳхенине курсан, хӑшӗсем сехӗрленсе укӗҫ те вире сая яма памастпӑр тесе кӑшкӑрма тытӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗнпур вире бионтизаци тӑватпӑр, вӑл ахаль те сирӗн нумаях та мар, кашни бригадӑн пӗрер-икшер гектар ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку меслет тӑрӑх вире акас умӗн чӑнах та вӗри шывра тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вире мар, пӑрҫана вӗри шыва чикмелле пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ: вире вӗретсен пӑтӑ пулать, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вире вӗри шывпа чӳхесе акмалла, тет.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вире кунта нумай мар, сарлакӑш виҫ хӑлаҫ кӑна.

Проса засеяли немного — ширина полоски всего-то три сажени.

III. Инкекпе куҫа-куҫӑн // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех