Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халь унсӑр юрамасть; пурнӑҫ ҫавӑн пек пулчӗ ӗнтӗ, кашни кӗтесренех вилӗм пӑхать — ӳсӗр, нимӗҫле, усал вилӗм.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫук, вилӗмрен хӑраса мар, ҫав вилӗм ҫинчен сасартӑках шухӑш вӗҫсе илнипе.
8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Миҫе хутчен-ши ҫапла ҫар лаши, вӑртах ҫаврӑнса, тӑван крыльца умӗнчи ҫӗре чӗрнисемпе алтӑкласа хӑварса, ӑна аслӑ ҫулсемпе ҫеҫенхирти ҫулсӑр-мӗнсӗр вырӑнсем тӑрӑх фронта, казаксене хура вилӗм кӗтекен, казаксен юрринче каланӑ пек, «кашни кун, кашни сехет — кунта вилӗм е сехмет» тенӗ ҫӗре вӗҫтерсе илсе кайнӑ!
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тепӗр чухне вилӗме те хавас пулӑттӑм та, турӑ вилӗм памасть — хӑв тӑсӑлса выртаймӑн…Иной раз и смертушке бы рада, да бог смерти не дает — сама не растянешься…
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйӗн аллисене хӑй те туймасӑр, Бунчук ӑна, ӑҫта та пулин ҫӗклесе кайма тесе, хӑяккӑн ҫавӑрса вырттарчӗ; анчах хӗрӗн сулахай айӑкӗ тӗлӗнчен юн лӑкӑртатса аннине, кӑвак кофта татӑкӗсем суран йӗри-тавра йӑплаккӑн сиккелесе чӗтренине курчӗ те суран ҫурӑлакан пульӑран пулнине, Аннӑна вилӗм ҫитнине ӑнланчӗ, ҫав вилӗме унӑн тӗссӗрленсе пӑтраннӑ кура куҫӗсенче те курчӗ.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Ун вилӗмӗ — таса вилӗм, турра ан ҫиллентер, старик.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Машинӑсем те, танксем те, бронетранспортёрсем те, леш хаяррӑн йӑлтӑртатакан пенсне тӑхӑнса янӑ эсэсовец та, леш чӗрӗ сыснана ҫыхса пӑрахнӑ лав ҫинче ларса пыракан нимӗҫсем те, пӗр сӑмахпа каласан, ҫак нимӗҫсем пурте — чыхӑнса апатланакан, кӑшкӑрса ҫуйӑхакан, таврари вӑрмансене вараласа пӗтернӗ нимӗҫсем, ҫак Гиллесем, Мюлленкампсем, Гаргайссем пурте, ҫак карьеристсемпе асаплантаракансем, ҫакса тата персе вӗлерекенсем пурте — вӑрманти ҫулсем тӑрӑх тӳрех хӑйсен вилӗмӗ патне ҫывхарса пыраҫҫӗ, вилӗм хӑйӗн тавӑракан аллине ҫак пӗтӗм вунпилӗк пин пуҫ ҫине антарма пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
— Вилӗм ыйтса турра кӗлтӑвать, лешӗ вилӗм памасть.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Халь вӑл хытса ларнӑ сивӗрех сӑн-питлӗ ҫын, тӗксӗм куҫӗсем те тинкерсе, сыхлансарах пӑхаҫҫӗ, — вилӗме куҫкӗретӗн курнӑ ҫынсен ҫавӑн пек пулать вӑл, ун пек ҫынсем вилӗм яланах пӗр пек вӑйлӑ маррине те лайӑх пӗлеҫҫӗ.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чӗрӗ юлнисем ура ҫине сиксе тӑчӗҫ, хӑйсем ниҫта кайса кӗме пӗлмеҫҫӗ, ниҫталла пӑхаймаҫҫӗ; вилӗм ҫитнине ӑнланчӗҫ пулин те, ҫак вилӗм ӑҫтан килнине вӗсем кураймарӗҫ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вилӗм Бойчоран пӑрӑнса кайсан, пӑлхар хӗрӗсем те вилӗмрен хӑраманнине пӗлсех тӑтӑр эппин, Рада таса хӗр пулнӑ, ӑна чунтан савса юратнине те пӗлсе тӑтӑр вӑл.
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Амӑшӗ — яланах вилӗме хирӗҫ; ҫын кил-ҫуртне вилӗм илсе кӗрекен алӑ — Аннесемшӗн курайми усал тӑшман вӑл, ун ывӑлӗ, ҫынна чӗресӗр тӑвакан чап-мухтавӑн сивӗ ҫутипе суккӑрланнӑскер, ҫакна курман.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Нумай ҫын тата пичӗсемпе ҫӳлелле пӑхса та, ӳппӗн те, хӑяккӑн та выртнӑ, кусем пурте, вилӗм ярса тытнӑ ӳчӗсем вилӗм аллинчен туртӑнса хӑтӑлма хӑтланнӑ пекех, темле карӑнса тӑсӑлса выртнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Унӑн типе пӗлмен куҫҫульне, кулленхи чӑрмавӗсене, куҫ хупмасӑр ҫӗр ирттернисене вилӗм ҫеҫ пӗтерме пултарӗччӗ пулин те, Агафья Матвеевна вилӗм ҫинчен аса илес пулсан, хӑраса ҫӳҫеннӗ пулӗччӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вилӗм вилӗмпе ӑмӑртать.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Санӑн куҫусене хӑвӑн ҫумӑнтан иртсе кайнӑ вилӗм ҫивӗчлетнӗ пулсан, эсӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫын куҫӗсемпе пӑхатӑн пулсан, кам иккӗленни, кам сутни, камӑн пӗр-пӗр паллах мар кӗрешӳҫӗне те пулин тӑшман аллине парса хӑйӗн шӑпине ҫӑмӑллатас шухӑш пӗр самантлӑха ҫурални — сӑмахсӑрах паллӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Акӑ ӗнтӗ эпӗ ларатӑп, манӑн умри сӗтел пӑрахут ҫинчи пек чӗтренет, тахӑшӗ мана шыв парать, тахӑшӗ пирус сӗнет, анчах эп ӑна алӑра тытма пултараймастӑп, тахӑшӗ ман урасене пушмак тӑхӑнтартма хӑтланать те — вӗсем кӗмеҫҫӗ, тет, унтан мана кӑштах ҫавӑтса, кӑштах йӑтса пусма тӑрӑх аялалла, автомобиль патне илсе каяҫҫӗ; эпир машинӑпа пыратпӑр, тахӑшӗ каллех ман ҫине револьверпа тӗллет, маншӑн ку кулӑшла; эпир каллех шурӑ чечексенчен тунӑ шерепесемпе илемлетнӗ трамвай тӗлӗпе иртсе каятпӑр, анчах та ку тӗлӗк, аташни, вилӗм умӗн юлашки хут асапланни кӑна е вилӗм ҫитсе килни пулӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Хирӗҫ тӗл пулакан карчӑк: «Кам вилнӗ?» тесе ыйтсан: — «вилӗм вилнӗ, Сахиме аппа, вилӗме пытарма каятпӑ-ӑр!» — тесе кӑшкӑрать.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Карелири ҫак поселокрах унӑн сӑвӑ йӗркисене гранит ҫине ҫырнӑ: «Юншӑн — юн! Ирсӗр вилӗмшӗн — вилӗм! Малалла, тӑшмана ҫӗнтерме!»
Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №
6. Ҫав кунсенче ҫынсем вилӗм шырӗҫ те — ӑна тупаймӗҫ; вилесшӗн пулӗҫ — вилӗм вӗсенчен тарӗ.6. В те дни люди будут искать смерти, но не найдут ее; пожелают умереть, но смерть убежит от них.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.