Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилтӗр (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑнса ан вилтӗр тата… —

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лешӗ ӑна мухмӑрпа ан вилтӗр тесе пӗр чӗрӗк эрех парса ярать.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл вилтӗр тесен нимӗн те тумалла мар ҫке унӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тилӗ ҫӗлӗкӗ Захар Петрович ывӑлӗпе тарҫи хӑйӗнчен мӑшкӑллани, килӗнчи тарҫипе аппӑшӗ, вӑл шӑнса вилтӗр тесе, хӑйне юри хапха уҫса кӗртменни, ашшӗ вилес умӗн темиҫе минут ҫеҫ ун патӗнче кӳршӗре пулни, ӑна аппӑшӗпе тарҫи пӗр-пӗринпе каварлашса вӗлерни ҫинчен ӗнентерсе калама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Халӑх выҫӑ вилтӗр, пуян вӑрласа пуйтӑр!

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вилтӗр выҫах упӑшку!

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пыйти вилтӗр, Пӑрҫи сиктӗр, Ачи ӳстӗр!

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыранччен ҫеҫ ан вилтӗр лаша, вара ура ҫине тӑратаҫҫӗ ӑна Ультипе Ваҫук.

Только бы не умерла до завтра, только бы не умерла! А уж завтра они с Ульди поставят ее на ноги.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Выҫӑ ан вилтӗр вӑл унта…»

Гляди, как бы с голоду он не того, не подох бы.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Апат ҫинӗ чух ҫӑварӗнчи чӑмлакне ҫӑтаймасӑр вилтӗр!

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Расука тытса ҫавӑнтах вилтӗр тесе чӗлхине хӗҫпе касса урамрах пӑрахса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ӳксе вилтӗр тетӗн-и?

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунта мар, килӗнче вилтӗр, — пырса чарчӗ Василий Иванович.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Луччӗ эпӗ малтан вилӗм, вӑл ман хыҫҫӑн вилтӗр; ун чӗркуҫҫийӗсемпе урисенчен тытса пуҫҫап.

Пусть лучше я прежде, а она после меня; проси и хватай его за колени и ноги.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вӑл шывсӑр аптӑраса ан вилтӗр тесе, унӑн ҫӑварне чейникрен пӗрмаях шыв ярса тӑчӗҫ.

Чтобы он не задыхался, ему в рот лили из чайника воду.

Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Салам тата ҫапла кала: Эпӗ тархаслатӑп ӑна — вӑл выҫӑхса тата шӑнса ан вилтӗр, пуринчен те ытларах вӑл кивӗ пир татӑкӗ ҫинче ӳкерсе тунӑ вучах ҫакӑнса таракан пӳлӗмӗнчен ниҫта та тухса ан кайтӑр.

Кланяйся и скажи, что я прошу его ни в коем случае не умирать от голода и холода и самое главное — не уезжать из его каморки, где находится очаг, нарисованный на куске старого холста.

Синьор Карабас Барабас Буратинона ҫунтарса ярас вырӑнне пилӗк ылтӑн укҫа парать те килне ярать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Суятӑп пулсан, ачам-пӑчам вилтӗр

— Клянусь детьми своими…

30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Вилнӗ пулсан, вилтӗр ӗнтӗ, — тенӗ те тигр мулкача парне парса янӑ.

— Ну, умер, так умер, — сказал тигр и отпустил зайца с наградой.

Мулкач // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 10–12 с.

— Кашкӑр хӑйӗн урнӑ сӗлекипе чыхӑнса вилтӗр! — хаяррӑн илтӗнет пур енчен те.

— Пусть захлебнется волк в своей бешеной пене! — грозно неслось со всех сторон.

Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вилтӗр эппин вӑл кунтах! — тет Мэнгылю юлашкинчен, тек чӑтса тӑма хал ҫитереймесӗр.

— Пусть он подохнет здесь! — наконец не выдержал Мэнгылю.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех