Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилнисене (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вилнисене нихӑҫан та манмӑпӑр, мӗншӗн тесен вӗсен юнӗ пирӗн юнпа хутшӑннӑ, апла пулсан, вӗсен пурнӑҫӗ — пирӗн пурнӑҫра.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна пӑхӑнтарас тесе (Калинга вӑрҫи пӑх) ҫӗнӗ Маурьев йӑхӗнчи ҫӗнӗ самрачӗ Ашока пуҫӑннӑ, пирӗн эрӑчченхи 260 ҫ. тӗлне вӑрҫа пӗтерсе вӑл кунта хӑйне евӗр геноцид ирттернӗ (вилнисене йышӗ 100.000 яхӑн пулнӑ, ҫав шутра хӗрарӑмсемпе ачасем те, 150.000 яхӑн ҫынна ирӗксӗрлесе чуралӑха хӑваласа кайнӑ), халапа ӗненсен вара шӑп ҫакӑ ӑна веда йӑли-йӗркинчен урӑхларах альтернативӑллӑ тӗнсенче чун лӑпкӑлӑхне шырама хистенӗ те.

Её покорением (см. война Калинга) занялся новый самрат династии Маурьев Ашока, окончив войну в 260 г. до н.э. и учинив здесь своеобразный геноцид (около 100.000 погибших, включая женщин и детей, и около 150.000 угнанных в неволю), что, по легенде, и заставило его искать душевного спокойствия в религиях, альтернативных ведической традиции.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Николай Егорович паян та стройрах, вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнче «вилӗмсӗр полк» йышӗнче кашни ҫулах мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе пӗрле тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Вилнисене асӑнса ҫырнӑ хута кӗлӗре вулакан пуп пек, пӗрин ятне те сиктерсе хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫаврака карта — вилнисене асӑнмалли сӗтел пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Асӑнассине ҫавӑн пекех купӑс каласа, юпа юррисене юрласа ирттермеллеччӗ те, вилнисене ҫӑмӑлрах пултӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗнпур палӑксене ӑсталаса пӗтерсе вӗҫлев уявне турӗҫ: сӳннӗ кӑвайта ҫӗнӗрен чӗртрӗҫ, вилнисене асӑнса кӑвайт тавра виҫӗ хутчен ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку укҫа вилнисене кун ҫутипе тивӗҫтерет имӗш.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйсем кӑвайт чӗртрӗҫ, йӗритавра ларса тухрӗҫ, пашалӑва пӗр пек пайсене уйӑрса ҫирӗҫ, уйран ӗҫрӗҫ, вилнисене асӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каҫранах мунча хутса хумалла, унта вилнисене асӑнса ҫапӑнмалла, ҫӑвӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав уйӑха чӑвашсем вилнисене халаллаҫҫӗ, ҫавӑнпа уйӑх ячӗ те чӑвашла «юпа».

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вилнисене регистрацилемен.

Новых летальных исходов не зарегистрировано.

Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерстви кӑшӑлвирус инфекцийӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен ҫӗнӗ даннӑйсем пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... rn-3463401

Мероприятире салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ, хут кӑвакарчӑнсем ӑсталанӑ, Беслан хулинчи терактра вилнисене асӑнса тӳпене кӑларса янӑ.

В ходе мероприятия также были обсуждены вопросы гуманитарной помощи для солдат и изготовлены бумажные голуби и выпущены в небо в память о жертвах теракта в г. Беслан.

Терроризм - этемлӗхе хирӗҫ пыракан усал // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... al-3417871

Халь вӑрҫӑра пулнӑ ентешсене аса илсе, вӑрҫӑра вилнисене хӑш вырӑнта вил тӑприсем ушкӑнпа пытарнисем унта питӗ вӑйлӑ материалсем».

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тавра пӗлӳҫисен форумӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60501

Санӑн аҫуна Владимир ят парса питӗ начар тунӑ ӗнтӗ вӑл, анчах вилнисене — айӑпламаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӗлетӗн-и, Караҫӑм, — аллине састӑп авринчен вӗҫертсе пӳрнипе юнарӗ Виссарион Игнатьевич, — эс хӑвӑн ҫӑмӑлттайлӑхупа Тимахван мучие кӑна мар, Автанкассинчи мӗнпур ҫынсене хур турӑн: вилнисене те, чӗррисене те.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӗне ӗненекенсен акӑ вилнисене асӑнмалли кун…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

8-9-мӗш классенче пӗлӳ пухакансем вара вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк таврашне тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

Киччӗ ялӗнче таса шывпа тивӗҫтермелли системӑна тепӗр икӗ урамра тӑвассипе ӗҫленӗ, Кӗршере Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫса вилнисене асӑнса палӑк лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Эпӗ, сулахай хулран ҫӳхе плащ хуҫлатса уртса, вилнисене асӑнса сумлама ӗҫмелли-ҫимеллисем хунӑ пакета ал вӗҫҫӗн тытса, ҫӑлкаланса, автобус салонӗнчен ҫул хӗррине, йывӑҫсӑр уҫӑ вырӑна, тухса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех