Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилмӗн (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна амӑшӗ тахҫан ҫакӑн пекрех пил сӑмахӗ каланӑ имӗш: «Эс, хӗрӗм, ҫара ҫерҫи пек каччӑсемпе мар, тӗкленнӗ арҫынсемпе паллашма тӑрӑш, вара усӑллӑрах пулӗ, ҫӗр ҫинче нихҫан та выҫса вилмӗн».

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эсӗ вилмӗн!

Ты не умрешь!

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Казак ҫӑкӑр-тӑварӗпе кӳпшесе кайнӑ, шӑнсах вилмӗн!

Отъелся на казачьих хлебах, небось, не замерзнешь!

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Апла театртан кӑларса ярсан та выҫса вилмӗн...

— Не помрешь с голоду, даже если выгонят с театра...

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

18. Эпӗ сана ҫӑлса хӑварӑп, эсӗ хӗҫ айне пулса вилмӗн, пурӑнӑҫу сана тупӑшу вырӑнне юлӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Мана шанса тӑтӑн, тенӗ Ҫӳлхуҫа.

18. Я избавлю тебя, и ты не падешь от меча, и душа твоя останется у тебя вместо добычи, потому что ты на Меня возложил упование, сказал Господь.

Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Седекия Иеремийӑна каланӑ: ҫак сӑмахсене никам та пӗлмелле мар, вара эсӗ вилмӗн; 25. эхер те пуҫлӑхсем эпӗ санпа калаҫнине илтсессӗн, сана вӗсем: «кала-ха, эсӗ патшана мӗн каларӑн, тата патша сана мӗн каларӗ — пирӗнтен ан пытар, вара сана вӗлерттермӗпӗр» тесессӗн, 26. вӗсене ҫапла кала: «эпӗ патша умӗнче вӑл мана каялла Ионафан ҫуртне ан ятӑрччӗ, унта вилес марччӗ манӑн тесе йӑлӑнтӑм» те.

24. И сказал Седекия Иеремии: никто не должен знать этих слов, и тогда ты не умрешь; 25. и если услышат князья, что я разговаривал с тобою, и придут к тебе, и скажут тебе: «скажи нам, что говорил ты царю, не скрой от нас, и мы не предадим тебя смерти, - и также что говорил тебе царь», 26. то скажи им: «я повергнул пред лице царя прошение мое, чтобы не возвращать меня в дом Ионафана, чтобы не умереть там».

Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Эппин, Седекия, Иудея патши, итле-ха Ҫӳлхуҫа сӑмахне! Ҫӳлхуҫа сан ҫинчен ҫапла калать: эсӗ хӗҫ айне пулса вилмӗн; 5. эсӗ тӑнӑҫлӑн вилӗн; аҫусемшӗн, — хӑвӑнччен малтан пулнӑ ӗлӗкхи патшасемшӗн, — вӗсене пытарнӑ чухне ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ пек, саншӑн та ҫапла тӗтӗрӗҫ, саншӑн та: «хуйхӑ ҫитрӗ! ах, патшамӑр!» тесе хӳхлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫак сӑмаха Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа.

4. Впрочем слушай слово Господне, Седекия, царь Иудейский! так говорит Господь о тебе: ты не умрешь от меча; 5. ты умрешь в мире, и как для отцов твоих, прежних царей, которые были прежде тебя, сожигали при погребении благовония, так сожгут и для тебя и оплачут тебя: «увы, государь!», ибо Я изрек это слово, говорит Господь.

Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вара патша Семее: эсӗ вилмӗн, тенӗ.

23. И сказал царь Семею: ты не умрешь.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех