Шырав
Шырав ĕçĕ:
Арена ҫинче ҫӗнӗ вӑйӑ пуҫланчӗ: андабатсем халӑха юнлӑ вӑйӑ кӑтартма тытӑнчӗҫ, кунта вара телейсӗр гладиаторсен ҫирӗмӗшӗн те вилмеллеччӗ.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унтан ун ҫине ҫӑхан пырса ларнӑ та каланӑ: «Вилтӗн иккен ӗнтӗ, ватсупнӑ, санӑн тахҫанах вилмеллеччӗ», — тенӗ.Прилетел черный ворон, сел на нее и закричал: «Что, издохла, старая кочерга, давно пора было!»
Йӑмра // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Унӑн манӑн куҫ умӗнчех икӗ хут вилмеллеччӗ ӗнтӗ, вӑл пур — ҫаплах пурӑнать.Ему на моих глазах полагалось бы умереть уже дважды, но он жив.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
«Ҫакӑнта, анне куҫӗ умӗнче выртиччен, вилмеллеччӗ сан ӑҫта та пулин Прусси ҫӗрӗнче!» — хӑй ӑшӗнче пиччӗшне ӳпкелесе каларӗ те Григорий, виле ҫине пӑхса илсе, сасартӑк кӑвакарса кайрӗ.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ун вырӑнне хамӑн вилмеллеччӗ те, унӑн пурӑнмаллаччӗ, хӑй сӑмахӗпе те ӗҫӗпе ыттисене ҫӗклентернӗ пулӗччӗ вӑл!..Лучше бы мне умереть, а ему жить, воодушевляя народ своим словом и примером!..
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
18. Мӗншӗн Эсӗ мана анне варӗнчен кӑлартӑн-ши? манӑн никам куҫӗ куричченех вилмеллеччӗ; 19. нихӑҫан та пулман пек, аннем варӗнченех тупӑка кӗрсе выртмаллаччӗ!
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унта халӑх валли шыв пулман, ҫавӑнпа вӗсем Моисейпе Аарона хирӗҫ тӑнӑ; 3. халӑх Моисее ӳпкелесе каланӑ: ах, ҫавӑн чухне, тӑванӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа умӗнче вилсе выртнӑ чухне, пирӗн те вилмеллеччӗ! 4. мӗншӗн эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне ҫак пушхире илсе килтӗр, пирӗн тата хамӑр выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫакӑнта пӗтмелле-и? 5. мӗншӗн эсир пире Египетран ертсе тухрӑр, ҫак юрӑхсӑр вырӑна илсе килме-и? кунта акма юрӑхлӑ ҫӗр те ҫук, кунта смоква йывӑҫӗ те, иҫӗм ҫырли те, нар улми те ҫук, ӗҫмелли шывӗ те пулин ҫук! тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Пушхирте Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Моисейпе Аарона ӳпкелеме пуҫланӑ, 3. Израиль ывӑлӗсем вӗсене каланӑ: ах, пирӗн Египет ҫӗрӗнчех аш тултарнӑ хуран умӗнче ларнӑ чухнех, тӑраниччен ҫӑкӑр ҫинӗ чухнех Ҫӳлхуҫамӑр алли тивнипе вилмеллеччӗ! эсир пире ку пушхире пӗтӗм халӑха выҫӑпа вӗлерме илсе килтӗр, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1