Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилмелле (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫанталӑкӗ те чисти Ҫӗпӗре ҫаврӑнса кайрӗ-и элле тата, йытӑ шӑнса вилмелле, — ҫавӑнтах хӑйӗн хӳресӗр йыттине аса илчӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑн вилмелле тӑшмана-и?..

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Асли, Ваҫлей, вӑрҫӑн пӗрремӗш ҫулӗнчех, Мускава хӳтӗлесе, вӑталӑххи — Ванюш вилмелле аманнӑ, Ленинград ҫывӑхӗнче ҫӗре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та вилмелле хӑрушӑ ҫавраҫил те вӗҫсӗр пулмасть, ҫак пылчӑклӑ элек те ялӑн тусанлӑ урамӗсем тӑрӑх тӑраниччен ҫаврӑнса ҫӳрерӗ те вӑйсӑрланса чакса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр сӑмахпа каласан ял ҫыннисем, вилмелле мар-ҫке, курӑк ҫине куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Упӑшка манӑн, «тикенекӗм», вилмелле чирлӗ, — терӗ те йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унта ӑна такам та хӑраса вилмелле хӑрушӑ сӑн-питлӗ, вут пек ҫунакан куҫлӑ, этем те мар, пулӑ та мар, темле чӗрчун пӗве тӗпне сӗтӗрсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Ӑҫта ҫуралнӑ ҫавӑнтах вилмелле ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ҫавӑнпа та вӗсем халь тин тек ниҫта та кайса кӗреймӗҫ, ҫакӑнтах ҫапӑҫса вилмелле пулать.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Эх, — ассӑн сывларӗ хуралҫӑ, — фронтрах вилмелле пулнӑ манӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пеструшка вӑхӑтсӑр вилмелле пулнӑшӑн Кирлене витмеллех ятларӗ, Вассана та лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ахӑрсах вилмелле

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

— Тепри пулсан, макӑрсах вилмелле

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Курак Мӗтри, ҫӗрле шӑнса чӗтрене ернӗскер, чӳречене темиҫе хут та хупрӗ, анчах хирӗҫ плацкарт ҫинче выртаканни ӑна каллех уҫа-уҫа хучӗ, Мӗтри «сивӗ» тенине хирӗҫ: «Пиҫсе вилмелле пӑчӑ!» — тесе тавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Сирӗнпе пӗрле пуҫ шуратнӑ, сирӗнпе пӗрлех вилмелле пултӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вилмелле пулсассӑн — мӗншӗн вилмелли пур.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

— Мӗншӗн вилмелле пирӗн?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«На самом деле эпӗ, пессимист пулсан, тахҫанах ҫапӑнса е ҫакӑнса вилмелле, эпӗ калама ҫук пысӑк оптимист пулнӑран ҫакнашкал асаплансан та вилесшӗн мар-ха.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Кала, паян саншӑн вилмелле пулсан, паянах вилӗпӗр эпир.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Ай, кун вӑйӗ, Пӗсмилле, Ахальтен мар утаман: Ку ӳкерет вилмелле, Кам пур хирӗҫ тухакан?»

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех