Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ветеранӗн (тĕпĕ: ветеран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1950 ҫулта Жозеф франци гражданлӑхне илнӗ; вӑл вилнӗ хыҫҫӑн амӑшӗн икӗ хӗр усрама укҫа-тенкӗ пулман, 11 ҫулта Элизабет вилнӗ вӑрҫӑ ветеранӗн хӗрӗ пек статус илнӗ, ҫакӑ ӑна стипендипе малалла вӗренме май панӑ.

В 1950 году Жозеф получил французское гражданство; после его смерти у матери не было средств на содержание двух дочерей, и Элизабет в 11 лет получила как дочь умершего ветерана войны статус народной школьницы, что дало ей возможность продолжить обучение на стипендии.

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Ентешлӗхе пуҫтарӑнннисем ӑна пурте алӑ тытса саламланӑ май ветеранӗн сӑн-питӗнче ӑшӑ кулӑ палӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Вӑрҫӑ ветеранӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш мӑшӑрӗн мӑнукӗсемпе ҫыхӑну йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Районта пурӑнакансен пысӑк ушкӑнне патшалӑх наградисене, Раҫҫей хыснинчен пурӑнмалли пӳрт тума уйӑракан укҫа свидетельствине, хресчен-фермер хуҫалӑхӗ йӗркелемелли грант сертификачӗсене, ӗҫ ветеранӗн удостоверенийӗсене, Раҫҫей гражданинӗн паспорчӗсене пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫак ӑнтӑлу халӗ те пӗрремӗш вырӑнта // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015.06.16

Ял-йыш чи малтан милици ветеранӗн - отставкӑри полковникӑн Яков Феофанович Васильевӑн - ятне асӑнать...

Самым первым жители села вспоминают ветерана милиции - полковника в отставке Якова Феофановича Васильева...

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Ӑна уҫма вӑрҫӑ ветеранӗн ывӑлне Василий Прохорова, районти «Чи лайӑх класс ертӳҫи» конкурс ҫӗнтерӳҫине Елена Светопольскаяна, вӑрҫӑ участникӗн тӑлӑх арӑмне Серафима Смирновӑна шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Тӗслӗх вырӑнне нумаях пулмасть спорт ветеранӗн Петр Федоровӑн хуҫалӑхӗнче инкек пулнине илсе кӑтартрӗ, телее, кил-ҫуртне страхланӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та тӳлеве тивӗҫӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вӑрҫӑ ветеранӗн тӑлӑх арӑмне Тӑрӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Трофимов РФ Президенчӗн саламне вуласа панӑ, культура ӗҫченӗсем юбиляр ячӗпе илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ветеранне чысланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех