Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ветеранне (тĕпĕ: ветеран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранне Валентина Георгиевна Потапована 101 ҫул тулнӑ.

101 год исполнился ветерану Великой Отечественной войны Валентине Георгиевне Потаповой.

Пушкӑртра 101 ҫулхи ветерана Валентина Потапована саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... an-3662124

Сумлӑ юбилейпа тылпа ӗҫ ветеранне Елчӗк территори пайӗн начальникӗ Юрий Блинов тата тӗп специалист-эксперчӗ Ольга Левая саламланӑ, парне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d0%be%d0%b ... %bdace-11/

Ӑмӑртӑва педагогика ӗҫӗн ветеранне Вячеслав Касьянова халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Куҫса ҫӳрекен Кубока ҫӗнсе илнӗ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d0%ba%d1% ... bb%d0%bde/

Совет Союзӗн Геройне Ф.Чернова, спорт ветеранне П.Матросова, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Г.Павлова асӑнса йӗркелекен турнирсене округра пурӑнакан спорт тусӗсемпе пӗрлех республикӑри тата унӑн тулашӗнчи хӑнасем те йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Мӑкӑр ялӗнче пурӑнакан педагогика ӗҫӗн ветеранне Римма Михайлована Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫпе вӑрҫӑ, хӗҫ пӑшаллӑ вӑйсен тата йӗрке хуралӗн органӗсен ветеранӗсен канашӗн президиумӗн хисеп грамотипе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Ял хуҫалӑх ӗҫӗн ветеранне ҫуралнӑ кунпа Канашри муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов, муниципалитетри ветерансен организацийӗн председателӗ Виталий Петров тата вырӑнти АПК ветеранӗсен канашӗн ертӳҫи Валерий Долгов саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юбилейпа саламланӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8e%d0% ... b0%d0%bda/

Вӑл 95 ҫулти вӑрҫӑ ветеранне Мария Назарована ҫывхарса килекен уявпа саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветерана ҫывхарса килекен Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе чысларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%b2%d0% ... %ba%d1%83/

Педагогика ӗҫӗн ветеранне хӑйӗн вӑрах та тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн шкул администрацийӗн, районти вӗренӳ пайӗн, РФ вӗренӳ министерствин тимлӗхне чылай паллӑсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ывӑнма пӗлмен ӗҫчен // Елена АНДРЕЕВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3220321

Чылай ҫул Елчӗк шкулӗнче педагогра тӑрӑшнӑ ӗҫ ветеранне шкул представителӗсем те саламласа ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Тыл ӗҫченне, вӑрҫӑ ачине, педагогика ӗҫӗн ветеранне 95 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ май Алевтина Федорова РФ Президенчӗн салам открыткипе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Паян эпир ҫак икӗ ҫамрӑка вӗсем ӗҫпе чапа тухнӑ ҫынна, ӗҫ ветеранне, патшалӑх вӑрманне тата халӑх пурлӑхне тӳрӗ кӑмӑлпа сыхланӑ вӑрман хуралҫине Михайлов Тимофей Михайловича тискеррӗн вӗлернӗшӗн суд умне тӑратрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Эпир паян хамӑрӑн чи хаклӑ та юратнӑ юлташа, ӗҫ ветеранне юлашки ҫула ӑсатма пухӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унта районти ветерансен совечӗн председателӗ пулма ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранне, нумай ҫул районти Перекет банкӗн управляющийӗнче ӗҫленӗ Ревокат Прохорович Моисеева суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Турнира педагогика ӗҫӗн тава тивӗҫлӗ ветеранне Вячеслав Михайлович Касьянова халалласа йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ спорт комплексӗ футболистсене пуҫтарнӑ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2022/10/10/ce%d0%bde- ... %82%d0%b0/

Чӑваш Республики Раҫҫей Президенчӗ лартнӑ тӗллеве ӑнӑҫлӑн пурнӑҫларӗ тата 2010 ҫултан пуҫласа пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма кирлӗ ҫынсен шутӗнчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 5 878 ветеранне ҫурт- йӗрпе тивӗҫтерчӗ.

Чувашская Республика успешно справилась с задачей, поставленной Президентом России, и с 2010 года обеспечила жильем 5878 ветеранов Великой Отечественной войны, нуждающихся в улучшении жилищных условий.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Денисов, районти пенси фончӗн клиент службин (уйрӑмӗн) ертӳҫи Дмитрий Федоськин, район администрацийӗн халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ Н.Федорова, Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Удин ӗҫпе тыл ветеранне хӗрӳллӗн саламларӗҫ, хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.

Глава администрации района В.Денисов, руководитель клиентской службы районного пенсионного фонда Дмитрий Федоськин, начальник отдела социальной защиты населения районной администрации Н.Федорова, глава Шемуршинского сельского поселения А.Удин горячо поздравили ветеран труда и тыла и одарили ценными подарками.

Чи аслӑ ҫын - 100 ҫулта // З.Свеклова. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.10.08, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=894&text=news-publikacii

Георги хӗресӗсен кавалерне, Хӗллехи кермене штурмлакана, ӗҫ ветеранне.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӑна, партин шанчӑклӑ ветеранне, кантӑк ӑшӗнче усраҫҫӗ.

Его, верного ветерана партии, бережно хранят под стеклянным колпаком…

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӑрҫӑ ветеранне ҫапӑҫу хирӗнче тӑшманпа ҫапӑҫса хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн I степень Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫин орденӗпе, III степень Мухтав орденӗпе, «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн», «Ӗҫри паттӑрлӑхшӑн» медальсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Вӑл Андрей Яковлева тата педагогика ветеранне‚ таврапӗлӳҫе Михаил Сидорова хӑйӗн кӗнекисене парнелерӗ.

Он подарил свои книги Андрею Яковлеву и ветерану педагогики, краеведу Михаилу Сидорову.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех