Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ватӑсене (тĕпĕ: ватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӑна кирек епле тӑма ыйтсан та кашнинчех унӑн ӑслӑ сӑнӗ куҫа тӑрӑнать. Вениамин Папченко — нумай вӗреннӗ ҫын. Мучи паян та кӗнеке вулама юратать», — каласа кӑтартать ватӑсене сӑн ӳкернӗ специалист.

Куҫарса пулӑш

85 ҫулти мучи фотомодель пулма килӗшнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37334.html

Пилӗк колхозран килнӗ ватӑсене самаях ҫамрӑк полковник кӗтсе илчӗ, кашнинех алӑ парса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтӗм тӗнчери ватӑсене сума сумалли кун сирӗнтен кашнинех мухтавлӑ ӗҫӗршӗн, иксӗлми ырӑ кӑмӑлӑршӑн, чун тараватлӑхӑшӗн тав тӑватӑп.

В международный день почитания пожилых людей выражаю слова благодарности и признательности каждому из вас за доблестный труд, неиссякаемую доброту и душевную щедрость.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/10/01/ole ... nim-dnem-p

Ашкатар (вырӑсла — Кирюшкино) ялӗнче ватӑсене пӗр ҫӗре пухса экспедици членӗсене туй мешехипе паллаштарас тӗлӗшпе Зинаида Николаевна Семенова (Сурпан) нумай тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Пӗччен пурӑнакан ватӑсене пулӑшасси – тимуровецсен тӗп тӗллевӗ», — ҫырнӑ ача-пӑча хаҫачӗ.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Социаллӑ ӗҫченсем ватӑсене вӑхӑтра апат ҫитереҫҫӗ, пӳлӗмӗсене тирпейлесе тӑраҫҫӗ, ҫӑвӑнтараҫҫӗ, сывлӑхӗсене тӗрӗслеттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Кунта ватӑсене лӑпкӑ, канлӗ, пурӑнмалли, канмалли условисене аван йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Ватӑсене пӑхнисӗр, пӳлӗмсене тирпей-илем кӳнисӗр пуҫне кунта пурӑнакансен чунне мӗн ыраттарнине итлеме, лӑплантарма та хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Килте пӗччен юлнӑ ватӑсене хӑйсем тӗллӗн пурӑнма чӑннипех те ҫӑмӑл мар.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Пысӑк коллективра пурӗ 87 ҫын килӗштерсе ӗҫлет, вӑл шутран ҫитмӗлӗшӗ — пӗччен пурӑнакан ватӑсене килӗнче пӑхакансем.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ырми-канми мирлӗ тӳпешӗн тӑрӑшнӑ ватӑсене Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ май, ҫак центра тӑрӑшакансем тӗрлӗ ӗҫре пулӑшаҫҫӗ, кулленех вӗсем патне килсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Хисеплӗ ватӑсене чысласси йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Хӑш-пӗрисем, ҫамрӑккисем, ватӑсене сӗт таврашӗ тӳлевсӗр памалла тӑвасшӑн пулман, ҫавӑн пирки пӗрлехи пухура вӗсем председательпе ҫине тӑрсах тавлашнӑ, анчах Мамарланов ҫавнашкал карма ҫӑварсем хыҫҫӑн кайман: «Ватӑсене эп тырӑ та, сӗт те, ыттине те паратӑп, мӗншӗн тесен вӗсем ҫамрӑкрах чухне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫӗрӗк ҫӗрулми икерчи ҫисех колхоза хӑйсен ӗнси ҫинче тытнӑ, фронта пулӑшнӑ — ун пеккисем ӗмӗр-ӗмӗр мухтава тивӗҫ!» — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мамарланов ертсе пыракан колхозра ватӑсене тырӑсӑр пуҫне куллен пӗр литр сӗт тӳлевсӗрех параҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӑватҫӗр килограмм тырӑ — пысӑк пуянлӑх мар темелле, анчах ватӑсене ҫавӑн чухлӗ тырӑ памалла тунишӗн Малан кинеми чун-чӗреренех хӗпӗртенӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ялти ватӑсене Мамарланов хисеплет, вӗсене вӑл кашнинех ҫулталӑкне тӑватҫӗр килограмм тырӑ парать.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ватӑсене чӗрне хури чухлӗ те хисеплемест.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чӑваш ҫӗрӗнче майра-патша салтакӗсем урса кайсах иртӗхрӗҫ, пӑлхавлӑ ялсене пӗтерчӗҫ, ачасене, хӗрарӑмсене, ватӑсене тыта-тыта ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Драгунсене те ҫапла ним айӑпсӑр ачасене, ватӑсене, хӗрарӑмсене вӗлерни килӗшрӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑн пек тискер ӗҫ пулма пултарнине, кирек кам майлӑ ҫапӑҫсассӑн та ҫарҫыннисем нимӗн шеллемесӗр ачасемпе ватӑсене, хӗрарӑмсене ялӗпех вӗлернине вӑл ниепле те ӗненсех пӗтереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех