Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васканипе (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗтел ҫинче ҫавӑн пек ҫыру выртнӑ, унпа юнашар, — Станислав васканипе е ӑнсӑртран манса хӑварнӑскер пуль ӗнтӗ, — туртса пӗтереймен пирус пачкипе шӑрпӑк курупки пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫӗҫӗпе чикнӗ чухнех палланӑччӗ Ҫӗпритун шӑллӗне, анчах тӗттӗмре васканипе хӑй ӗҫне тӗплӗ тӑваймарӗ — ҫак упа тӑлӑпех чӑрмантарчӗ ӑна шӑллӗне чӗри тӗлӗнчен тӗллесе чикме.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Васканипе краҫҫынӗ ку тӗле пӑртак тӑкӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӳкертӗн пуль-ха васканипе!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкки вара часах кӗтӳ килессине те манса каять — вӗҫтерет ҫырманалла тӳрех Укань патне, васканипе ура хырӑмӗсене вӗлтӗрен чӗпӗтнине те туймасть.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан ытла та васканипе манчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук кумӑшне ҫӑлма васканипе Платтуна тивмесӗрех хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Окоп тӑрӑх кайма ҫук — юлташӗсем васканипе пӗр хушӑкра хӗсӗнсе ларчӗҫ те вӑраххӑн кӑна тухса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

— Ҫитменнине тата васканипе кашӑк-чашӑк та илме маннӑ: апат ҫиме тӑрсан алӑсӑр пекех…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Салтак, те ытла васканипе, те хӑйне епле кӗтсе илессипе йӑпанса пырса, тӑван килтен иртсех кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Курак Мӗтрин, васканипе, укҫа енчӗк ани те тӗвӗленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Час тусан суккӑр пулать, васканипе ӗҫ тухмасть, терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Васканипе ҫӑвӑнма та маннӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Васканипе сӑмахсене суйласах та тӑмарӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ӗнер, каҫ, васканипе калаҫаймарӑм, асаттепе асанне нумай ан ҫӳре тесе каласа янӑччӗ!

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Васканипе пӗтӗмпех килте манса хӑварнӑ!

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Алӑкран Хӗветут каптӑртаттарса кӗрет, васканипе алӑк уратинчен такӑнать.

В дверь с грохотом входит Федот, торопясь спотыкается о порог.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Вӑл, васканипе лач шыв пулнӑскер, ҫи-пуҫне хывма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Васканипе хыҫалти пахчана тухакан пӗчӗк алӑк ҫинчен маннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ кун пек пуласса шутламан, васканипе, хумханнипе ҫапла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех