Шырав
Шырав ĕçĕ:
Инҫетри-инҫетри варсем, ту-сӑртсем, вӑрмансем, ту хӳттине пытаннӑ ялсем ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек курӑнаҫҫӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Варсем (шырлансем) ялхуҫалӑхне пысӑк сиен кӳреҫҫӗ.
Вар // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ҫапла вара пӗчӗк варсем — ҫырма юпписем пулса тӑраҫҫӗ.
Вар // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ҫак хиртен, юр ашса, пӑрлӑ-шывлӑ варсем урлӑ каҫса, миҫе хут улӑм йӑтса таврӑннӑ-ши?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Вӑл юртан тасалса пӗтнӗ ӗнтӗ, тарӑн варсем хӗррипе кӑна юр шуралса выртать, симӗслене пуҫланӑ анасем ҫинче тӗл-тӗл ҫутӑ кӳлленчӗксем ҫӗр куҫӗсем пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ниҫта ни ҫӳллӗ тусем, ни акӑш-макӑш тарӑн варсем ҫук кунта.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл курӑнми пулсан тӗмсем хушшипе, варсем тӑрӑх Яхутене крепость хапхи еннелле сӗтӗрчӗҫ.
14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Уратникрен, путрешчӗк ӗҫленӗ укҫана илмесӗр тарнӑран хӑвалӗ тесе, вӗҫтерчӗҫ чӑвашсем уйсем, варсем урлӑ Тимкка хыҫҫӑн.
V // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.
Пирӗн ҫурт — юхан шыв хӗрринче, тинӗс ҫыранӗпе гаваньрен виҫӗ ҫухрӑмра; ҫеҫкене ларнӑ тапхӑрта ырӑ-селӗм шӑршӑ кӑларса-сапаласа чӳречесен умӗнче пысӑках мар улма-ҫырла сачӗ ешерет; парӑссемпе ҫунатланнӑ анлӑ юхан шыв хӑмӑр кӑвакрах тасалӑхпа таҫталла ӑнтӑлать-васкать, — аметист сапаланчӑкӗ; сад хыҫӗнченех бук, ҫирӗк, жасмин, вӗрене йывӑҫӗ-тӗмӗ сӑрса хупӑрланӑ варсем тӑсӑлаҫҫӗ; чуллӑ ҫулсен айккисенче, янкӑр ҫутӑ хӗвел айӗнчи ылтӑн тусан айӗнче, шӑлан ҫырлине пула шурӑ кӗрен ватӑ картасем элес-мелес ӳкерчӗксемпе чӑп-чӑпар, ҫак тусанра, хӑйсем ҫеҫ куракан апат тӗлӗнче, ҫерҫисем шӑртланса вӗткеленеҫҫӗ.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Темиҫе тӑкӑрлӑка хыҫа хӑварсан, — унта тепӗр чухне тип варсем урлӑ пӗчӗк кӗперсемпе каҫма тивет, — кӗҫех капмар калинкке умӗнче чарӑнтӑмӑр.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сӑрт-ту ҫинчи юханшывсемпе тӗпсӗр варсем урлӑ каҫса тата пӗр ҫырантан тепӗр ҫыран ҫине салтаксене пӗрерӗн каҫарса, Дохтуров хӑйӗн отрядне хӑех ертсе кайнӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Крит утравӗ ҫинче вӑл вӑхӑтра тем тӗрлӗ вӑрттӑн ҫулсем тарӑн шӑтӑксемпе варсем пулнӑ.На Крите был в то время огромный лабиринт со множеством запутанных ходов.
Палица // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Партизансем темиҫе хутчен тарӑн варсем урлӑ каҫрӗҫ, лашасене каҫармалли вырӑнсем шырарӗҫ, пӗтӗмпех йӗпенсе пӗтрӗҫ, халтан кайрӗҫ.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Варсем, вӑрмансем тӑрах вырӑнпа паллашса иртетпӗр.
Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ҫакӑ паттӑр боецсем хӑйсен командирне носилка ҫине вырттарнӑ та, хӑйсем хыҫӗнчен йӗрлесе пыракан полицисенчен сӗм-вӑрмансемпе тарӑн варсем тӑрӑх тарса ҫӳресе, ӑнӑҫлӑнах сборнӑй пункта ҫитнӗ.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӑрмана Новая Слобода енчен килсе кӗрес пулсан, ҫул малтан ешӗл хӑвасемпе ҫӳллӗ хӑмӑшсем хушшипе кукӑр-макӑрӑн тӑсӑлса килнӗскер, тӳрех вак-тӗвек варсем урлӑ сӑрталла улӑхма тытӑнать, унтан вӑрманӑн чи тӳпем вырӑнӗнче ларакан монастырь патне пырса тухать.
Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫак лаптӑка тарӑн варсем касса каяҫҫӗ.
Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Картинӑсене ӑнлантарса ҫырнисем тӑрӑх эпӗ пӗлеттӗм: Прагӑра, Лондӑнпа Парижра хула варринче варсем тата ҫӳп-ҫапран купаланӑ лапра дамбӑсем ҫук, унта тӳрӗ, сарлака урамсем, урӑхла ҫуртсемпе чиркӳсем.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Темле тарӑн варсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрет пек вӑл, унтан хресченсен юрринчи пӗр Кася ятлӑ хӗр «Тарӑн Дунаеца» ӳкнӗ евӗр, тӗпсӗр ҫырмана анса кайрӗ пек те ҫавӑнтах ҫав юррӑн малаллине илтрӗ пек:
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хыр вӑрманӗнчен тухсан, вӗсем шыв урлӑ каҫрӗҫ, вара Ястребацӑн чи ҫӳллӗ те чи шӗвӗр юппинче — ту юпписем, сӑрт тӳписем, сӑрт хушӑкӗсем, варсем хушшинче — хӗҫ пек авӑнса выртакан Ҫинҫе Сӑмсахра чарӑнчӗҫ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.