Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

варринчех (тĕпĕ: варри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр варринчех тумланчӗ те тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Эпӗ ӑна куратӑп! — сиксе тӑчӗ пӗррехинче вӑл ҫӗр варринчех.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

XVII ӗмӗр варринчех никӗсленнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫул ҫинче тепӗр кас вӑрман варринчех ҫӗр каҫма тивет.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Ҫавӑн пекех хула варринчех католиксен Турамӑш ҫуралнин соборӗ (XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ) тата Кивӗ хулара 1992–1995 ҫҫ. вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче аркатнӑ, 2005 ҫул тӗлне кӑна мӑсӑльман-бошняксене ҫӗнетсе тавӑрса панӑ Осман-паша мичечӗ (XVIII ӗмӗр) пур.

Также в самом центре города находится католический собор Рождества Богородицы (начало XX века) и мечеть Осман-паши (XVIII век) в Старом городе, разрушенная во время войны 1992—1995 гг. и только к 2005 г. восстановленная и возвращенная мусульманам-бошнякам.

Требине // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... 0%BD%D0%B5

Урамра шап-шур сысна ҫурисем, хырӑм выҫнипе ҫӗхӗрсе-нӑйкӑшса, амӑшне ҫул варринчех тӗртсе ӳкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Паккус варринчех кукленсе анас килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Канӑҫсӑр шухӑшсемпе ҫӗр варринчех сике-сике тӑма та кунӗпе хырӑм выҫнине туймасӑр пӳлӗмре ларма та, аллипе клавишсем ҫине хунипех пӗр нота тӗкӗнсе пӑхмасӑр, ӗмӗтсемпе тӗлӗрсе, шухӑшсӑрлӑхра ҫӳреме те пултарать ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Ма ҫапла ҫӗр варринчех кӑшкӑрса вӑрататӑн эс, карчӑк?

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Октябрь варринчех юр ҫуса лартрӗ, ҫанталӑк сивӗтсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӗлтӗр ҫуракипе кӗрхи ҫӗртме хушшинче виҫ тумлам ӳкрӗ-ши ҫӗр ҫине, ӳкмерӗ те-ши; тӑпра кӗл пек шуралса кайрӗ, типсе ҫуркаланчӗ; ҫӑка ҫулҫисем ҫу варринчех сарӑхрӗҫ, улӑх-ҫаранра пӗрре лайӑх ҫулмалӑх та курӑк ҫитӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кайран ӗҫлӗпӗр, юлхав этем хӑна килсен ӗҫ пуҫарать, хӑна кайсан, кӑнтӑр варринчех тӳнсе кайса ҫывӑрать, тенӗ пек хӑтланар мар.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хула варринчех пурӑнатӑп, ҫав вӑхӑтрах чӑх-чӗп усратӑп, пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ ӳстеретӗп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӑна ака уйӑхӗн варринчех тума пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра вӗҫлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61064

Улӑх варринчех ӳппӗн тӑрӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Урам варринчех вилес марччӗ», — кулянать вӑл, вырӑнтан тапранайманскер.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӗске кастарнӑ хура ҫӳҫне арӑш-пирӗш сапалантарса ҫӳрекенскер сӑмсине нӑш-нӑш туртса илетчӗ, пушанса лӗнчӗленнӗ чӑлхине урам варринчех йӑкӑлт-йӑкӑлт кукленсе тӳрлететчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ара пухӑ варринчех Намӑс курӑн чиперех» — Ӳпкелешет Силемпи Урха хӗрне Чӗкеҫе, Хӑй систерчӗ пӳрнипе Ҫиментее-кӗслеҫе.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Катя, килхушши варринчех выртса, малти урисене пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне ытамланӑ пек сарса янӑ та, пуҫне ҫӗр ҫине хурса, хытса сивӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Куҫа тӗтӗм те вут-ҫулӑм хупласа хунипе кӗҫех ачасем пӗрне-пӗри ҫухатса яраҫҫӗ, Андрейки, тӗтӗмпе чыхлана-чыхлана, лӑштӑр-лӑштӑр ишӗлсе аннӑ ҫунакан сарай кашти-таканӗ айӗнчен юлашки вӑйне пухса, вутпа пиҫӗне-пиҫӗне, ҫӑлӑнкаласа тухать, тӑнне ҫухатса, килхушши варринчех йӑванса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех