Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

варринелле (тĕпĕ: варри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Жигули» Атӑл варринелле ҫаврӑнса кӗрсе кайрӗ те, эсир курӑнми пултӑр…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ирхине ултӑ сехетре эпӗ ларнӑ «Жигули» пӑрахут юлашки сигнал пачӗ те, пристаньрен хуллен уйӑрӑлса, Атӑл варринелле шуса тухрӗ, вара анаталла Куйбышев еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

XV ӗмӗр варринелле штатӑн хальхи территорийӗн ытларах пайӗ Малва султанлӑхӗн шутне кӗнӗ.

К середине XV века большая часть нынешней территории штата вошла в состав Малавского султаната.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Мадхья-Прадеш (хинди मध्य प्रदेश, «Тӗп регион»; акӑл. Madhya Pradesh) — Инди варринелле вырнаҫнӑ штат.

Мадхья-Прадеш (хинди मध्य प्रदेश, «Центральный регион»; англ. Madhya Pradesh) — штат в центральной части Индии.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Лерелле, вӑрман варринелле, ӗмӗрхи юман тӑррисем пӗлӗтелле кармашса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сулӑ пӗве варринелле хуллен-хуллен шӑвать, хыҫран тӑсӑлса пыракан вӗтӗ-вӗтӗ шатрашкаллӑ шыв хӳре ҫинче тулса ҫитмен уйӑх ҫӑлтӑрсемпе ташлать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑчкӑ хурӑн вулли варринелле ҫӑмӑллӑн чӑшлатса кӗме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл хӑйне евӗр ҫырчӗ, пур ҫӗрте те йышӑннӑ пек ҫӳлтен аялалла мар, айккинчен: йӗркене тетрадь хӗрринчен пуҫласа варринелле ҫырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗл Йӑмраллӑ — авалхи чӑваш ялӗ, Атӑл юхӑмӗн варринелле сылтӑмри чӑнкӑ ҫыранта вырнаҫнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кайӑксем кӑнтӑралла вӗҫсе каяҫҫӗ, тискер кайӑк урӑх ҫӗрелле каять, ҫынсем те тундра варринелле, вӑрмансем ҫывӑхнерех куҫаҫҫӗ.

Улетают птицы, уходит зверь, откочевывают в глубь тундры, ближе к лесам, и люди.

Ненецсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫав вӑхӑтра эскимос хӑй кайӑкра ҫӳренӗ пӑр, ҫырантан уйрӑлса, ӑна ҫил океан варринелле илсе кайнине курса хӑраса ӳкнӗ.

Но тут эскимос с ужасом увидел, что льдина, на которой он охотился, оторвалась от берега, и ветер несет ее в океан.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӗр ҫинче тӑракан ҫынсен урисем пурин те ҫӗр чӑмӑрӗн варринелле, ҫӗр центрӗ патнелле.

Ноги всех людей, стоящих на земле, направлены к середине земного шара, к его центру.

Ҫӗрӗн формипе пысӑкӑшӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Лере тата ҫыран шыв варринелле кӗрсе кайнӑ, вӑл — ҫур-утрав, — терӗ.

— А вот тут, посмотрите, часть берега далеко вдается в воду — это полуостров.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

…Завьялов ним тӗлсӗрех хула варринелле кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӑрӑр ҫакӑнта! — кӑшкӑрчӗ те вӑл, такси тытас тесе, тротуар ҫинчен урам варринелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Куҫ хупанкисем хушшинчен икӗ кӗмӗл ҫип хӗсӗнсе тухрӗ, варринелле туртӑнса чӑмӑртанчӗ, пит тӑрӑх чупса кайрӗ, ҫунӑхса тӗлкӗшекен тута хӗррине лексе ҫатӑрах чӗпӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славик ура ҫине тӑрсан, вӑл юррине вӑта ҫӗртенех татрӗ те, ҫунаттисемпе вӗреме кӗнӗ шыв пек лӑпӑр-лӑпӑр-р! тутарса, ана варринелле вӗҫсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӑл алӑка питӗрчӗ те, пахча варринелле кӗрсе, курӑнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Чӑнах та уттарчӗ аялалла, ял варринелле, Муратова ҫапла каласа хӑварчӗ: «Эпӗ часах килетӗп. Кӗтес килсен кӗт, кӗтме вӑхӑт ҫук пулсан, ан та тӑр, эпӗ пӗччен те пӑхса ҫӳрӗп», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унччен те пулмарӗ, вӑл урай варринелле сирпӗнсе кайрӗ те, Сантӑрӑн лутра та сарлака кӗлетки алӑк анлӑшне тултарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех