Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вараланса (тĕпĕ: варалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тӗлӗнтермӗш яппун хӗрарӑмӗ пирки ахаль те аптӑраса ҫитнӗ Синтия пӗррехинче Йокоран илнӗ посылкӑна курсан тӗлӗнсех кайнӑ: «Котекс» курупкинче хӗрлӗ сӑрӑпа вараланса пӗтнӗ ҫӗмрӗк чашӑк выртнӑ.

Синтия, которая уже и так недоумевала по поводу этой странной японки, была шокирована, когда однажды увидела посылку, полученную от Йоко: в коробке из-под «Котекса» лежала разбитая чашка, измазанная в красной краске.

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Ҫав вӑхӑтра Кулюкка, пӑракапа вараланса пӗтнӗскер, чаршав хыҫнелле сикрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Икӗ пӗчӗк чӳрече, пылчӑкпа пӗтӗмпех вараланса ларнӑскерсем, кунсӑр пуҫне тата решетке карнӑскерсем, кӑнтӑрла та ҫутӑ питӗ сахал параҫҫӗ, ҫӗрле пӳлӗм вилӗ тӗттӗм шӑтӑка куҫать.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хайтар сехет ытла вӑрҫӑшрӗ, Толик килне пуҫран пуҫласа ура тупанӗ таранах ҫӑмартапа вараланса сап-сарӑ таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун йӗри-тавра тискер аскӑнлӑхра Кабаргассем, вӗсен арӑмӗсем, ачисем, пурте мӑнтӑрккасем, хӗрлӗскерсем, ҫӑра юнпа вараланса пӗтнӗскерсем авкаланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах тӗрлӗ тӗслӗ, чечеклӗ тумтирсем тӑхӑннӑ чикансем вырӑнне кунти тенкелсем, чӑматансемпе рюкзаксем ҫинче, йӗпе ҫӗр ҫинех сарнӑ утиялсем ҫинче хулари пек тумланнӑ ҫынсем ларнӑ, вӗсен пальтисем, брюкисем, юбкисем, аттисем, пушмакӗсемпе туфлисем пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнтах сарлака шлепкеллӗ, пылчӑкла вараланса пӗтнӗ шурӑ брюкине чӗркуҫҫинчен те ҫӳлерех тавӑрса хӑпартнӑ фотограф иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр ҫирӗм утӑмра пӗтӗмпех пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ ҫын выртать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вараланса пӗтнӗ, кивӗ, чӑхсем ларакан кашта айӗнче выртнӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Часах пуканесен тумтирӗ пӑтӑпа та яшкапа вараланса пӗтрӗ.

Скоро вся их одежка оказалась перепачканной кашей и супом.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

Анчах малалла вара ӑна час-часах лектеркеле пуҫларӗҫ: ача ытла та чӑрсӑрланма тытӑнчӗ, кашни сехетрех мӗнле те пулин айӑпа кӗрет: е каллех гаражран хуп-хура вараланса килет, е килте будильнике ҫӗмӗрсе пӑрахать, е приемникӑн мӗнле те пулин пайне кӑларса хӑй вырӑнне хураймасӑр таҫта тухса тарать…

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Пӗр кунхине Радик тепле майпа ҫав гаражӑн алӑкӗнчен пуҫне чиксе пӑхрӗ те алӑк ҫумӗнчи машина айӗнче йӑлтах вараланса пӗтнӗ ҫын выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Документ таврашӗ пулман, анчах пӑр кӗсйи тӗпӗнче лутӑрканса, вараланса пӗтнӗ пӗчӗкҫеҫ хут татки тупӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Унӑн пичӗ вараланса пӗтнӗ, куҫӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр йӗнипе кӑвакарса, шыҫӑнса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗленчи хӑрӑмпа вараланса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Пӗррехинче Пуриса мӑшӑрӗ Зина, вӑтам пӳллӗ, ҫырӑ сӑн-питлӗ, тулли лӗпӗшке кӑкӑрлӑ тӳр пилӗк, хӗр ҫулӗсенчех хӑйӗн аскӑнлӑхӗпе «вутпа шыв та йӗс пӑрӑх витӗр вараланса тухма» ӗлкӗрнӗскер, кӑвайтри тип шанкӑ пек ҫатӑртатса хӑйпе тавлашакансене виҫ минутрах вӗри сӑмах купи айне тӑваканскер, упӑшкине икӗ йӑлтӑркка пӑр шӑрҫа пек чакӑр куҫӗпе кӑнн! тирӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Куҫлӑ шӑрҫа та ҫӗрте вараланса выртас ҫук…»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юри тӗлӗ-тӗлӗпе сӗркелесе хӑшкӑллантарнӑ, хӑмӑр тумхаллӑ, машина ҫӑвӗпе те автолпа вараланса пӗтнӗ джинсипе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра леш касра пурӑнакан Ванюк чупса ҫитрӗ, юрпа-юнпа хутӑш вараланса пӗтнӗ хӗрачана ҫӗклесе тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрарӑмӑн пичӗ-куҫӗ те йӑлтах хӑрӑмпа вараланса пӗтнӗ.

Лицо, одежда женщины — все было черно от копоти.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех