Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

валеҫнӗ (тĕпĕ: валеҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хусанкайӑн ӗнтӗ талант тени ҫителӗклех: талант «валеҫнӗ» чухне вӑл ҫӑпата сырса юлман.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пуянсен ҫӗрӗсене касса илсе чухӑнсене валеҫнӗ ҫӗрте Вӑрӑм Палюксемпе, Ҫӗпритунсемпе, Каҫӑр Хӗлимунсемпе чӑн-чӑнласа тытӑҫса ӳкмелле пулчӗ ун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акци пынӑ май ял ҫыннисене ҫак паллӑ кун ҫинчен каласа паракан информаци буклечӗсем валеҫнӗ.

В ходе акции раздали жителям села информационные буклеты, рассказывающие об этом знаменательном дне.

"Шурӑ тӑрнасен кунӗ" акци // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... si-3489619

Аслӑ класра вӗренекенсене буклетсем валеҫнӗ, профилактика сехечӗсем ирттернӗ, информаци стенисен ҫине хаҫатсем вырнаҫтарнӑ.

А для старшеклассников, раздали памятные буклеты, провели профилактические классные часы, разместили информационные стен газеты.

ВИЧ тата СПИД чирӗсене хирӗҫ профилактика ирттерес енӗпе лекци пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/syvl-kh/2023 ... ln-3475887

Хама урӑхла шухӑшлаттарма тӑрӑшнӑ пулсан та, мана тепӗр чух ҫакӑн пек туйӑнатчӗ: Звягинцев ҫӗнӗ, питӗ кирлӗ ӗҫе, хӑйӗн пурнӑҫӗн тӗп ӗҫне часрах тытӑнасшӑн мар васкать, вӑл темле пысӑк кукӑле валеҫнӗ ҫӗре ӗлкӗресшӗн ҫеҫ васкать — халӗ ун патне пымалли ҫулсем пуриншӗн те уҫӑ пулнӑ-ҫке, вӑхӑтра ӗлкӗреймесен ҫав кукӑле ыттисем унсӑрах ҫисе яма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав программӑна вӗреннӗ ҫынсене валеҫнӗ, вӗсем вара унта мӗн ыйтнине Н.В. Никольский патне ҫыра-ҫыра янӑ, вӑл шутра чӑваш паттӑр юмахӗсем те сахал мар тӗл пулаҫҫӗ.

Экземпляры программы были распространены среди образованных и грамотных людей, благодаря чему наладилась работа по собиранию фольклора. Отвечая на вопросы анкеты, информанты присылали Никольскому множество сведений и материалов, среди которых немало богатырских сказок.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Турӑпалан пӳлӗхҫӗ ӑраскал валеҫнӗ чух ҫуралнӑ ачасем пулӑр, ӗмӗр-ӗмӗр тату пурӑнӑр тесе пахилеҫҫӗ (пехиллеҫҫӗ) ашшӗпе амӑш.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Телей валеҫнӗ чухне ирҫе те, чӑваш пекех, ҫӑпатине сырса юлнӑ тет ҫав.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ҫав ҫул колхозран киле ӗҫ кунӗ тӑрӑх валеҫнӗ лавӗ-лавӗпе тырӑ, витри-каткипе пыл турттараттӑмӑр», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Анчах Пенишора ирхи апат вӑхӑтӗнчех чӑтса тӑраймарӗ, столовӑйне апат валеҫнӗ ҫӗре пынӑ Фабиан господинпа сӑмахлама тытӑнчӗ.

Но еще во время завтрака Пенишора не выдержал н вступил в разговор с господином Фабианом, который присутствовал при раздаче порций.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Паянхи кунтан пуҫласа эпӗ хам та ҫӑкӑр валеҫнӗ ҫӗрте пӑхса тӑрӑп.

С сегодняшнего дня и впредь я сам буду стоять при развеске хлеба.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йӑмӑкне, йыснӑшне, пуҫанине икшер михӗ валеҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Хамӑр хушӑра ҫӗр валеҫнӗ, халӑх ҫӗрне сутса е тара парса ӗҫнӗ чухне хут пӗлни кирлех марччӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкасси ялӗнчен, иртнӗ ҫулсенчи пекех, ҫаран валеҫнӗ ҫӗрте Ҫтаппан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавна май, кӑшт ларкаланӑ хыҫҫӑн, паҫӑр валеҫнӗ укҫана пухса, тепӗр четвӗрт валли ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял ҫӗрне валеҫнӗ чух таврара чӑн-чӑн вӑрҫӑ пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ял ҫӗрне валеҫнӗ чухне сана пур пӗр ят ҫӗрӗ тивмест, Аттеней.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑхран уйрӑлса тӑнӑ ҫынсем утӗ валеҫнӗ ҫӗре пымарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Малтанах ӑна килӗрен валеҫнӗ.

Сначала, правда, делили подворно.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашни ҫулах валеҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех