Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

валеҫме (тĕпĕ: валеҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Матӗрне хаҫат валеҫме тухса кайиччен сан ҫырӑвусене иккӗшне те илсе юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял Советне татах салтака каякансене валеҫме повестка килнӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Отделени командирӗ яшка антарса валеҫме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Вара, Киремет телей валеҫме тухсан, чӑвашсем ӑна тискеррӗн вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Еркинее килӗнче Хӑвараҫҫӗ утӑ ҫинче — Улӑхсене валеҫме Кӳршӗсемпе килӗшме.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унта вулӑсри чухӑн хресченсем, революци налукне валеҫме пухӑнса, Ленина саламланӑ, пӗтӗм тӗнчери пролетариат Интернационал ялавӗ айӗнче пӗрлешессе ҫирӗп шанса тӑни ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Хамӑр умри пахчара валеҫме лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Анчах Чулхула воеводи пирӗн ҫӗрсене мӗнле хӑй тӗллӗн, пиртен ыйтмасӑр валеҫме полтарать-ха?

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял ҫыннисем ҫӗре час-часах валеҫме те хӑраҫҫӗ — валеҫмессерен ана-ҫаран ҫинче «ҫӗр вӑрҫи» тухать.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турӑ телее ҫынсене пӗр пек валеҫме тивӗҫ!

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Михала ҫине тӑнипе правлени ларӑвӗнче тыр-пула тухӑҫлӑхне кура бригадӑсем тӑрӑх валеҫме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Пухса кӗртсен вӑрлӑхлӑх хӑваратӑн та, патшалӑха парсан ӗҫ кунӗ ҫине валеҫме ик ҫӗр грамран ытла та юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ун чухнехи кӗмӗл медаль ҫич-сакӑр ҫул каялла ҫеҫ валеҫме пӑрахнӑ пирӗн орденсенчен кӑна мар, социализмла ӗҫ паттӑрӗн ылтӑн ҫӑлтарӗнчен ирттернӗ.

Ибо тогдашняя серебряная медаль ценилась гораздо выше современных наших орденов.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсем ҫаран валеҫме ялтан старастапа Яка Иллене кӗтеҫҫӗ.

Люди ждут, когда из деревни приедут староста с Илле Щеголем — делить луга.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сире тӑвасшӑн эпӗ ырӑ — Тырра халь хушрӑм валеҫме».

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ялта шӑпах хӗрӗх килӗ — килӗрен пӗрер пӑт валеҫме те ҫитет вӗт, инке.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Арсеналти хӗҫпӑшала Слюсарев полковник пӗтӗмпех Краснов ертсе пыракан рабочисемпе салтаксене валеҫме хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каяс умӗн, кайӑксем ҫиччӗр тесе, ҫимӗҫ юлашкине пир ҫинчен силлесе хӑварчӗ кинемей, кукӑль таткисене ҫул ҫинче тӗл пулакан ыйткалакансене валеҫме витрене чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Государство, общество организацийӗсемпе ӗҫ коллективӗсене анлӑн хутшӑнтарса, ҫав фондсене ӳстерме тата тӗрӗс валеҫме май туса парать.

Государство при широком участии общественных организаций и трудовых коллективов обеспечивает рост и справедливое распределение этих фондов.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

Кӑмӑлу пулсан, валеҫме пулӑш.

Хочешь, помогай раздавать.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех