Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

валашкари (тĕпĕ: валашка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан, кӗлетрен тухса, ҫӑл умне пычӗ, валашкари шывпа васкамасӑр, тем вӑхӑт ҫӑвӑнчӗ, кӗпине те, шӑлаварне те йӗпетсе пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӗсем Варвари чӗпписем пек кӑмӑлсӑр хӑйӑлти сасӑпа шиплетмеҫҫӗ, лӑпкӑн кӑна валашкари апата сӑхаҫҫӗ те сӑмсисемпе пӗсехисене тӑрӑшсах тасатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сысна ҫурисем нӑриклете-нӑриклете валашкари апата пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах чаплаттарма пуҫларӗҫ, чӑххисем те хыпалансах пӗсехисене тултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Вилмест, ӳсӗр вӑл, — пытармарӗ кил хуҫи арӑмӗ, — валашкари пӗр четвӗрт сӑмакуна ӗҫсе янӑ…

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Аллинчи хӑййисене валашкари шыва чиксе кӑларчӗҫ, каялла таврӑнчӗҫ, хӑййисене вут тивертсе ҫунтарма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрача Ваҫука пусӑ патне ҫавӑтса пынӑ, валашкари ӑшӑ шывпа ун кӗпине ҫуса тасатнӑ.

Деловито подвела к колодцу и принялась застирывать выпачканную рубаху.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ӑш вӗҫрӗ, — питне валашкари сивӗ шывпа ҫума пикенчӗ упӑшки.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепрехинче ман валашкари шыва виҫӗ кунтанах улӑштарса тӑракан пӗр тарҫи витрери шыва янӑ чух валашкана пысӑк шапа кайнине асӑрхаман.

В другой раз слуга, на обязанности которого лежало каждые три дня менять воду в корыте, не заметил, что в ведро с водой попала огромная лягушка.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑйра чулӗ айӗнчи валашкари шыв ҫине темиҫе пӗрчӗ кӑвак ҫӳҫ ӳксен, Юлдаш мучи сасартӑк ҫамрӑкланнӑ пек хӗпӗртесе кайрӗ, вара кулкаласа хӗҫне Зухрене тӑсса пачӗ.

Когда в корытце с водой под точильным камнем упало несколько седых волосков, дед Юлдаш весь засиял, будто помолодел, и, ухмыляясь, протянул саблю Зухрэ.

VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Паҫӑр уртнӑ сӑхманне тӑхӑнса ячӗ, пилӗкне пӑявпа туртса ҫыхрӗ, валашкари улмана, чи шултрисене суйласа, хӗвне чиксе тултарчӗ, килйышӗ енне ҫаврӑнса тӑчӗ:

Подпоясал сохман веревкой и, нагнувшись, выбрал из колоды несколько крупных картофелин, сунул за пазуху; обернулся к молча наблюдавшим за ним домочадцам, сказал:

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑйчиккине лартнӑ хӑйӑ ҫатӑртатса ҫунать, кӑварӗ аяла лартнӑ валашкари шыва ӳксе чӑшӑлтатса сӳнет.

Потрескивала лучина на светце, роняя угольки в корыто с водой.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Площадь айккинчи ҫӑл патӗнче ҫеҫ пӗр ватӑ казак валашкари пӑра катса тӑрать.

Возле площадки, у колодца, старик казак рубил в корыте лед.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех