Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

валашкана (тĕпĕ: валашка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫӗсене валашкана чиккелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара тин валашкана лекет вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Шӑртланса, ырханланса кайнӑ пит-куҫлӑ Тимуш картишне кӗчӗ те ҫӑл умӗнчи валашкана мӑкӑртата-мӑкӑртата шыв тултарчӗ («Хамсӑр пуҫне шыв ярса хуракан та ҫук ҫакӑнта, типсе-ӗнсех кайнӑ валашка»), картиш кӗтессинчи хӑяр пахчи еннелле пӑхрӗ — уҫӑ алӑкран пахчана чӑхсем кӗрсе кайнине курчӗ те вӗсене хӑвалама танкӑлтатрӗ, каллех мӑкӑртатрӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пуртӑпа пӑчкӑ шыраса тупрӗ, лупасайӗнчи валашкана касса-ҫурса вакларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сӑнчӑрти йытти ют ҫынна кӑмӑлсӑррӑн саламланӑ пек, хальхинче хӑрлатса кӑна илчӗ, пӗчӗк йывӑҫ валашкана ярса панӑ темле шӗвӗ апата хыпалансах ҫиекенскер вӗрме ерҫмерӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Выльӑхсем валли ӗҫме ҫӗр ӑшне чавса лартнӑ валашкана пӗррех ӳкнӗ ача.

И вдруг упала в чан с водой, врытый в землю для скотины.

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

Ман сенкер ҫитса кӗпем, тахҫантанпа ӗмӗтленнӗ чечеклӗ ҫитса кӗпем, ҫын курмасӑрах валашкана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл, хӑвӑртрах пӳлӗме кӗрсе, сысна ҫурисем валли хатӗрленӗ апата валашкана пушатрӗ, чӑххисене сарайӗнчи михӗрен тулӑ илсе ҫӗре сапса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Валяпа Антутти аппа сыснана ура ҫине тӑратас тесе тӑрмашнӑ вӑхӑтра Ульха витрери шыва валашкана пырса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Антутти аппа сасартӑк тем аса илчӗ те валашкана пырса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Унтан вӑл витине чупса кӗчӗ те, кӗленчери шӑршлӑ шӗвекне сысна умӗнчи валашкана шампӑртаттарчӗ, ҫиелтен улӑм витрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Хуранне ывӑс хурса чустана шӑтӑк-ҫурӑкӗсене саплать, пӑрӑхлӑ валашкана вырнаҫтарать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Тепрехинче ман валашкари шыва виҫӗ кунтанах улӑштарса тӑракан пӗр тарҫи витрери шыва янӑ чух валашкана пысӑк шапа кайнине асӑрхаман.

В другой раз слуга, на обязанности которого лежало каждые три дня менять воду в корыте, не заметил, что в ведро с водой попала огромная лягушка.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Алӑк чӗриклетрӗ, карчӑк кӗчӗ, валашкана кукуруз сапса пачӗ те сыснасене хӑваласа кӑларма пикенчӗ.

Скрипнула калитка, старуха подошла к корыту, высыпала в него кукурузу и начала их выгонять.

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Мӗн эсремечӗ, хӑвӑн ҫуртна та кӗме ҫук, — тесе, атте стена ҫинчен ӳкнӗ тимӗр валашкана урипе шутарчӗ.

— Что за чертовщина, в свой дом не попадешь, — говорит отец, отодвигая ногой упавшее со стены цинковое корыто.

Иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Амӑшӗ валашкана касса тӑкма хушнӑ, Ильяна ҫаптарса илнӗ, ҫав кунтан пуҫласа вӑл амӑшӗ ҫине, Таня ятлӑ икӗ ҫулхи йӑмӑкӗ ҫине пӑхнӑ пекех, курайман куҫпа пӑхма тытӑннӑ.

Мать велела изрубить корыто, а Илью нашлёпала, с этого дня он стал смотреть на неё такими же невидящими глазами, как смотрел на двухлетнюю сестрёнку Таню.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Валашкана каҫхи апат пӗҫерме кӑларнӑ улма тултарнӑ.

В которой лежала картошка для ужина.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ултӑ ҫулта ҫеҫ пулин те вӑл вӑйлӑ, витри-витрипе ҫӑлтан шыв кӳнӗ, кукамӑшӗ кӗпе ҫунӑ чухне кӗпесем тултарнӑ валашкана шыв хӗррине ҫӗклесе пырса панӑ.

Он был очень силен для своих шести лет: он без труда приносил воду из колодца, помогал бабушке, когда она стирала, — носил к речке таз с бельем.

Тепӗр ҫултан // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Табак шывне хӑватлӑрах, вӗрирех тунӑ та сыснасене валашкана вырттарнӑ.

Сделали табачный раствор покрепче да погорячее и положили свиней в корыто.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Шӑнса хытнӑ кӗленче катрамкки пысӑк валашкана йывӑррӑн та ҫуттӑн вырнаҫнӑ пек, уяр тӳпе ун айне пулнӑн тата кӑтра йывӑҫсем ним хускалмасӑр ун ҫине пӑхнӑн туйӑнать.

Казалось, застывшая масса стекла тяжело и светло улеглась в огромной купели, и небо ушло к ней на дно, и кудрявые деревья неподвижно гляделись в ее прозрачное лоно.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех