Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вакунри (тĕпĕ: вакун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван, таҫтан ҫава тупнӑскер, пуйӑс вӑрман хушшинче чарӑнса тӑнӑ чух вакунри лашасене чӗрӗ курӑк ҫула-ҫула парать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шупашкаралла килекен «Чувашия» фирмӑллӑ пуйӑс Ҫӗрпӳ станцинчен тапранса кайсанах, улттӑмӗш вакунри ҫиччӗмӗш купере килекен пӗр 23-25 ҫулсенчи питӗ кӑмӑла каймалла сӑнлӑ пассажир чӑматанне ҫӳлти сентре ҫинчен антарса, лайӑх кӑна туртса ҫыхрӗ, унтан пальтине, ҫӗлӗкне, перчеткине тӑхӑнчӗ те чӳрече умне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Чӑн-чӑннипе тӗлӗк хушшинче вакунри, хамӑн лару-тӑрӑвӑма япӑх ӑнланма тытӑннӑ чухнехи, самантсен аса илӗвӗ тухса тӑчӗ.

Меж явью и сном встало воспоминание о тех минутах в вагоне, когда я начал уже плохо сознавать свое положение.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эсӗ вакунри манӑн сӑмахӑмсене ас тӑватӑн-и?

Ты помнишь мои слова в вагоне?

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Алӑка хупса ӗлкӗртӗм кӑна, Маринка, вакунри пекех, мана мӑйран пырса уртӑнчӗ.

Едва я закрыл дверь, Маринка, как и в вагоне, кинулась мне на шею.

11 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Пуйӑс чарӑнсан, малти вакунри купӑсҫӑна сӗтӗрсе пычӗҫ; кӗҫех вара ытти вакунсенчи казаксем те чышса тултарнӑ пек лӑк кӗрсе тулчӗҫ, сырӑшсене ватса, утсене вакун стени ҫумне хӗстерсе лартса, кӗпӗрленсе чыхланчӗҫ.

На следующей остановке притянули из переднего вагона гармониста, из других вагонов битком набились казаки, сломали кормушки, толпились, прижимая лошадей к стене.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех