Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

бинтне (тĕпĕ: бинт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн чухне эпӗ Машенька «бинтне» асӑрхарӑм, ун ҫинче «власть» тесе ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӗр бинта тытма ҫеҫ тӑнӑччӗ, каччӑ унран пӑрӑнчӗ, бинтне хӑех майлаштарса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш ҫухалса каймарӗ, аллине ҫыхнӑ бинтне васкаса майлаштаркалам пек турӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пиллӗкӗшӗн бинтне те пӗрле ҫыхса сыпрӗҫ.

Все пять бинтов связали вместе.

XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Хӑй бинтне чӑркать те чӑркать…

А сама бинтует, бинтует…

Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.

Анчах кӑшт тӑрсанах вӗрилентерсе пӑрахрӗ, хӑстарма пуҫларӗ, Паша инке хыпӑнса ӳкрӗ те телефонпа шкула амӑшне шӑнкӑравларӗ, амӑшӗ чупса килчӗ, тухтӑр ҫитрӗ, Серёжӑна салтӑнтарчӗҫ, бинтне салтрӗҫ, ахлатрӗҫ, ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗҫ, анчах вӑл ним те калаймарӗ — вӑл киревсӗр, ирсӗр тӗлӗксемпе аташрӗ: тахшин, улӑп пекскер, хӗрлӗ майкӑллӑскер тӑрать, ҫутӑ кӗрен ҫара аллисенчен ирсӗр чернил шӑрши кӗрет, — йывӑҫ пукан, ун ҫинче выльӑх пусакан какай ваклать, — юнпа вараланса пӗтнӗ вӑрҫакан арҫын ачасем…

Но вскоре началась рвота и жар, тетя Паша всполошилась и позвонила маме в школу по телефону, прибежала мама, пришел доктор, Сережу раздели, сняли бинт, ахали, спрашивали, а он не отвечал — ему снились сны, отвратительные, тошнотворные: кто-то могучий, в красной майке, с голыми лиловыми руками — от них мерзко пахло чернилами, — деревянный чурбан, мясник на нем рубит мясо, — окровавленные ругающиеся мальчики…

Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Вӑл ун аллинчи эмел шӑрши кӗрекен бинтне тутипе перӗнчӗ те никам асӑрхиччен тухса утрӗ.

Он прижался губами к пахнущему лекарствами бинту на ее руке и, незамеченный никем, пошел к выходу.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унтан тӑм илнӗ пӳрни ҫинчи вараланчӑк бинтне силлентерсе юнарӗ.

Потом погрозил ему обмороженным пальцем, на котором повязка была уже вся в грязи и болталась.

XVII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Старшинанне пичӗ ҫинчи бинтне те сӳтсе илчӗҫ, халь вӑл тӗкӗр катӑкӗ ҫине пӑха-пӑха нимӗн те чӗнмест.

Уже сняли бинты с лица старшины, и он теперь подолгу смотрел в осколок зеркала, смотрел, молчал.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анфиса, ашшӗ кӗнине курман пек, пӗр аллипе Ҫемене мӑйӗнчен ыталаса, тепӗр аллипе пуҫри бинтне салтса, ҫӗнӗрен ҫыхать.

Анфиса не замечала отца, перевязывая Семену голову, она одной рукой обняла его за шею, другой заматывала бинт.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫула тухсан, пуҫне ҫыхнӑ бинтне туртса уйӑрчӗ те, юнланса пӗтнӗ ланчашкана сулкаласа, ҫӑмӑллӑн малалла утса кайрӗ.

Дорогой сорвал с головы повязку, шагал, облегченно помахивая бинтом с бархатно-рдяными пятнами.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех