Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

билетне (тĕпĕ: билет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сиссе те юлаймарӑм, Ҫуппа пӗр билетне хап ярса тытрӗ те кулса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Костя билетне пачӗ те хӗрарӑм хыҫҫӑн утрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сергей хӑйӗн йыхрав билетне хӑйне кӑмӑла каякан хӗрсене панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хӗрсем, пӗр билетне сутса, зала кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Профсоюз билетне икӗ уйӑхшӑн маркӑсем ҫыпӑҫтарман, терӗн.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

ДОСААФ билетне кӑлартӑм.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Писательсен билетне алла илнипех классик пултӑм тесе ан аташ!

Куҫарса пулӑш

Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.

— Укҫи мар-ха, ара, ҫын аллинчен туянтӑм-ҫке билетне

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Мускавран ларса тухнӑ чух, касса умӗнче ҫын нумаййипе, билетне те алӑран туянчӗ-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ӗнер, Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи кун, уяр тӑчӗ те, паян вӗҫмелли кун пулас ҫуккине ҫанталӑка сӑнакансем те чухлайман курӑнать: аэропортра билетне сутрӗҫ ав.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Билетне паянах илсе хурӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Куҫне хӗсрӗ те «пожалуйста-пожалуйста-пожалуйста» тесе билетне уҫрӗ.

Зажмурила глаза, проговорила «пожалуйста-пожалуйста-пожалуйста» про себя и вскрыла билет.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Билетне ӗнерех илнӗ — тепӗр сехетрен автобус ҫине ларатӑп та ялалла туттут-тут! вӗҫтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем ҫав кунах каялла таврӑнма шутланӑччӗ, самолет ҫине билетне те илнӗччӗ, анчах хайхискерсем универмагсене кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн аэродрома ҫитрӗҫ те ҫанталӑк тӗтреллӗ пулнӑ пирки самолет яла вӗҫменни ҫинчен пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Пиччене Андрея чӗре чирне пула салтака илмен, ҫар билетне тӳрех пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

— Маншӑн та тӳле кайса, шофертан билетне илме ан ман.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Шутларӑм, шутларӑм та кама парас-ши пӗр билетне, тесе — Шаликова суйларӑм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Казаков сылтӑм аллине костюмӑн шалти кӗсйине чиксе ячӗ, ҫар билетне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулталӑк вӗҫлениччен сунар билетне парассипе ҫыхӑннӑ пулӑшӑва та электрон формӑна куҫарма планлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Цифра аталанӑвӗ – тӗп вырӑнта // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d1%86%d0%b ... %82%d0%b0/

Паян, парти членӗн билетне алла илнӗ кун, каччӑсем ҫинчен шухӑшлани намӑс пек, тивӗҫсӗр пек, ҫав вӑхӑтрах шухӑшлас та килет.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех