Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем консервӑланӑ какайпа пӗҫернӗ яшкана ҫурӑм хыҫне ҫакмалли баксене тултарчӗҫ те, хӗҫ-пӑшал — икшер гранатӑпа пистолет — чиксе, виҫҫӗш виҫ еннелле хамӑрӑн малти траншейӑсем енне шурӗҫ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Моторсене ҫу янӑ, радиаторсене шыв тултарнӑ, тормозсене тӗрӗсленӗ, баксене бензин янӑ.Заливали масло в моторы, воду в радиаторы, проверяли тормозы, пополняли баки бензином.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
— Баксене шӑтарнӑ!
Пӑтӑрмах // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Баксене алюминирен тунӑ, вӗсем хӑвӑрт ҫунаҫҫӗ, тӗрӗссипе каласан, хӗрӳпе ирӗлсех пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ҫурӑлмаҫҫӗ.Баки были алюминиевые — они быстро прогорали, вернее — плавились, но не рвались.
Кӗтмен япала // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Эпӗ тӑтӑм, запасри баксенчен резерври баксене ҫу уҫласа ятӑм та Егор вырӑнне лартӑм.Я встал, подкачал масла из запасных баков в резервный и сменил Егора.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Колхоз правленийӗсен чӳречисенче ҫурҫӗр иртсен те нумай вӑхӑт хушши ҫутӑ сӳнмен: ҫак каҫсенче бухгалтерсен те, учетчиксен те, бригадирсен те ӗҫ ҫителӗклӗ пулнӑ; шоферсем ҫывӑрман тата пӑлханнӑ — баксене бензин тултарнӑ, тормозсене тӗрӗсленӗ, ларма лайӑх вырӑнсем тунӑ; кучерсем те шоферсенчен кая мар хумханнӑ тата ӗҫленӗ: тачанкӑсемпе вӑрӑм урапасен кустӑрмисене малтанах сӗрсе хунӑ, сӳсмен-пӑявсене тикӗт сӗрсе ҫемҫетнӗ, лаша ури тупанӗсене тасатса таканланӑ, ҫилхисене тураса тасатнӑ, хальчченхинчен ытларах сӗлӗ панӑ…
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чеслов капитанӑн эскадрильи тепӗр хут ҫӗре ларнӑ хыҫҫӑн, машинӑсем вӑрманалла кӗрсе бензин илме тытӑнсан, Мересьев кабинӑра ҫемҫен кулса, кӑштах ывӑннине туйса, пӗлӗтелле тӳсӗмсӗр пӑхкаласа, баксене бензин тултаракансене васкаткаласа ларчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пушанса юлнӑ баксене бензин чӑп тулли тултарчӗҫ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫсем мӗн те пулин тавҫӑрса иличчен, хирӗҫ тӑма ҫӗнӗ вӑйсем чӗнсе иличчен, пирӗн танкистсем баксене трофейлӑ бензинпа тултарса, продовольстви илсе, малалла ыткӑннӑ, вӗсем ӑҫталла каяссине нимӗҫсем пӗлсе те юлайман.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1