Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

бай сăмах пирĕн базăра пур.
бай (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бутырма, бай, бай, бустарма Баю, баю, бай, Христос.

Бутырма, бай, бай, бустарма, Баю, баю, бай, Хиристос.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Бай Юй-шань ҫинчен куҫне сиктермесӗр пӑхса ларнӑ хӗрача сасартӑках кушак пек кан ҫинчен сиксе анчӗ, шӑлӗсемпе Бай аллине кӑшлама тытӑнчӗ.

Вдруг девочка, не спускавшая глаз с Бай Юй-шаня, кошкой спрыгнула с кана и вцепилась зубами ему в руку.

XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эпӗ Бай Юй-шань юлташ ҫапла каланине астӑватӑп, — пуҫларӗ Дасаоцза (Бай Юй-шань халӑх хушшинче ӗҫлеме тытӑннӑ хыҫҫӑн вӑл ӑна текех упӑшка е «хуҫа» тесе каламан), — Ду питрен пӑхма ҫеҫ святой пек курӑнать, чӗри унӑн Хань Лао-люнӑнни пекех путсӗр.

— Я слыхала от товарища Бай Юй-шаня, — заговорила Дасаоцза (с тех пор как Бай Юй-шань стал лицом официальным, она уже не называла его больше мужем или «хозяином»), — что Ду только лицом святоша, а в сердце у него такая же пакость, какая была и у Хань Лао-лю.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Бай, бай, эсӗ мана биз парап терӗн, а сан арӑму мана Биза памасть.

— Бай, бай, ты сказал, что дашь мне биз, а твоя жена мне Биза не дает.

Алтӑр-Косе тата Шигайбай // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 21–26 с.

Бай вӗри икерчӗсене тин ҫеҫ хӗве чиксе пӗтернӗччӗ, вӑл хӑвӑрт вырӑн ҫинчен сиксе тӑрать те ҫав тери йӑпӑл-япӑл ҫӑвӑнса калать бая:

Только бай успел засунуть горячие блины себе за пазуху, он быстро вскочил с постели и говорит баю льстиво:

Алтӑр-Косе тата Шигайбай // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 21–26 с.

Кӗтӳҫ байран така ыйтса илме пултарнӑ пулсан, вӗсем валли вӑл пӗр така кӑна пуснӑ пулӗччӗ; бай ӑна така паман та, унӑн хӑйӗн пӗтӗ сурӑхнех пусмалла пулнӑ, ҫапла вара сурӑхпа пӗрле ҫуралман путек те пӗтнӗ.

Если бы пастух мог попросить барана у бая, он зарезал бы для них только одного барана; если бы он не дал ему барана, он должен был заколоть овцу, которая должна была погибнуть, так что не родившийся ягненок погиб вместе с овцой.

Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.

Колчо садалла кӗрес тесе ярса пуссанах Рада хӑраса кайрӗ те хыттӑн кӑшкӑрса чӗнчӗ: — Колчо бай, Колчо бай, тетӗп, чим-ха! — вӑл ун патнелле чупса та кайрӗ.

Но вот Рада с испугом увидела, что Колчо перешагнул порог и входит в сад, она громко крикнула: — Колчо, Колчо, погоди! — и стрелой помчалась к нему.

X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Гуд бай!

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Шанчӑкра ирӗлекен чӗри таппине тарӑн сывлавпа лӑплантарса Давенант улӑм тӳшекрен пӗчӗк кӑранташ туртса кӑларчӗ, — ӑна Тергенс памашкӑн май тупнӑччӗ, — Стомадора ҫав хут таткин тепӗр енне ҫырса хуравларӗ: чи кирлине, ҫак кунсенче мӗн шухӑшланине: «Мана Орт Галеран кирлӗ. Вӑл чӗрӗ-сывӑ тӑк ун пирки кафе хуҫи Адам Кишлот каласа параять; эпӗ Галеран пурӑннӑ ҫурт номерне ас тумастӑп. Кафе ун чухне Тусан урамӗпе Шыв юппи урамӗн кӗтесӗнчеччӗ. Галерана ҫапла каламалла: ӑна хӑйӗн пирки арҫын ача евитлет, — унпа вӑл тӑхӑр ҫул каялла Бай сӑмсахӗ патне кайнӑ тата вӑл ӑна вӑйӑ валли ылтӑн укҫа панӑ».

Утишив глубоким вздохом стук сердца, заливаемого надеждой, Давенант вытащил из тюфяка маленький карандаш, присланный на днях Тергенсом, и ответил Стомадору на обороте записки то существенное, о чем упорно размышлял эти дни: «Мне нужен Орт Галеран. Если он жив, о нем может сказать содержатель кафе Адам Кишлот; я забыл номер дома, где жил Галеран. Кафе было тогда на углу Пыльной и Проточной улиц. Надобно сказать Галерану, что его извещает о себе мальчик, с которым он ездил на мыс Бай лет девять назад и который дал ему золотой для игры».

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл хӑйӗн кивӗ костюмӗпе пулнӑшӑн та, — Бай сӑмсахӗ патне ӑна тӑхӑнса кайнӑччӗ, хӗрӳленсе кӗтнӗ кӗтменлӗхшӗн те самаях аптӑрарӗ.

Он смутился как своего старого костюма, в котором он ездил к мысу Бай, так и от горячо ожидаемой неожиданности.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӗсем эрех, апат-ҫимӗҫ туянчӗҫ те парӑслӑ кимӗпе Бай сӑмсахӗ патнех ҫитрӗҫ; кӑвайт чӗртрӗҫ, кофе вӗретрӗҫ, темиҫе хутчен шыва кӗчӗҫ.

Они ездили на лодке под парусом до мыса Бай, взяв с собой вина, провизии; разложили костер, варили кофе и несколько раз купались.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫак шухӑш унан ывӑнса ҫитнӗ урисене бай кӗртрӗ.

Эта мысль придавала силы его слабым ногам.

III // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Дасаоцза пирки ҫакна калатӑп: Бай Юй-шань курма килсен ӑна нумай ӑнлантарнӑ.

В отношении Дасаоцзы могу сказать, что Бай Юй-шань, когда приезжал в отпуск, многое ей объяснил.

XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Дасаоцза, Бай Юй-шань яланах пример кӑтартмалла тесе каланине асне илсе, татӑклӑн каларӗ:

Дасаоцза, вспомнив наставление Бай Юй-шаня о том, что всегда нужно подавать пример, с готовностью вызвалась:

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тепӗр кун ирхине хресченсен союзӗнче Бай Юй-шань каялла каймалли пропуск илчӗ, пуринпе те сывпуллашрӗ те хӑй ӗҫлекен Шуанчэнцзы хулине тухса кайрӗ.

На следующий день утром Бай Юй-шань получил в крестьянском союзе пропуск на обратный проезд, попрощался со всеми и направился к месту своей работы в город Шуанчэнцзы.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Бай Юй-шань выртнӑ-выртманах ҫывӑрса кайрӗ.

Бай Юй-шань прилег и тотчас же уснул.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Мӗн ахӑлтататӑн, пуҫу пурнӑҫран тӑрса юлнӑ санӑн! — кӑмӑлсӑрланчӗ Бай Юй-шань.

— Чего ты покатываешься, отсталая твоя башка! — обиделся Бай Юй-шань.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Юрать, — терӗ Бай Юй-шань, — вӗсене лайӑх парне пама пулать.

— Ладно, — сказал Бай Юй-шань, — можно будет сделать им хороший подарок.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Бай Юй-шань ответ памарӗ.

Бай Юй-шань не ответил.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Мӗнле, район начальникӗ уйӑрнӑ-и? — сарлака кӑкӑрӗпе аллисене кӑмӑлтанах шывпа чапӑлтаттарса ыйтрӗ Бай Юй-шань.

— Ну и что начальник района, развел? — спросил Бай Юй-шань, с удовольствием оплескивая водой крепкую грудь и мускулистые руки.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех